Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лашасен (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Лашасен тӗп тухтӑрӗпе», ветеринари терапийӗн кафедрин заведующийӗпе Николай Петровичпа, Вятка кӗпӗрнинчи ялта ҫуралса ӳснӗскерпе, вӑл пӗр чӗлхе тупнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл, мӗн, лашасен сӗллине вӑрласа сутать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Витере лашасен йышӗ нумай чакрӗ пулин те, тӑрӑшмалӑх пур.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепӗр эрнере, августӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен, Баймак районӗнчи «Башкорт аты» лашасен тӗнчери фестивалӗнче куракансем пирӗн джигитсен ӑсталӑхне хаклӗҫ.

Уже на следующей неделе, с 11 по 13 августа, на международном фестивале лошадей башкирской породы «Башкорт аты» в Баймакском районе зрители оценят мастерство наших джигитов.

"Башкорт аты" фестивальте куракансем цирк джигитовкине курӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ur-3373149

Пушкӑртри Баймак районӗнче фестивале Яшар Гулузаде - уйрӑм лаша завочӗ, «Карабах ӑратлӑ лашасен ӑратлӑ кӗнекин» редакторӗ килнӗ.

На фестиваль в Баймакский район Башкирии приехал Яшар Гулузаде - частный конезаводчик, редактор «Племенной книги лошадей Карабахской породы».

Пушкӑрт лашин фестивалӗ тӗнчери хутшӑну площадки пулса тӑнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3387159

Ҫак канмалли кунсенче, августӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен, Графский кӳлли ҫывӑхӗнче пушкӑрт йӑхӗнчи «Башҡорт аты» лашасен тӗнчери фестивалӗнче тӗрлӗ кӑмӑс тутанса пӑхма пулать.

В эти выходные, с 11 по 13 августа можно будет попробовать разный кумыс на международном фестивале лошадей башкирской породы «Башҡорт аты» возле озера Графское.

Кӑмӑс энеолит тапхӑрӗнче пулса кайнӑ. Вӑл 5500 ҫулта ӗнтӗ! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/kultura/2023-08- ... nt-3380294

Унӑн площадкисенче лаша спорт ӑмӑртӑвӗсем (утлӑ ӑмӑрту ҫӗнтерекенӗ тӗп приз - автомобиль илӗ!), тӗрлӗ наци спорчӗпе ӑмӑртни, ухӑпа ҫуран тата утпа пынӑ чух пересси, тӗрлӗ ӑратлӑ лашасен выставки, кӑмӑс фестивалӗпе паллӑ артистсемпе коллективсем хутшӑннипе каҫхи концертсем иртӗҫ.

На его площадках пройдут конноспортивные состязания (победитель конных скачек получит главный приз - автомобиль!), состязания по различным национальным видам спорта, любители стрельбы из лука смогут испытать себя в меткости верхом на коне и спешившись. Здесь же можно будет воочию увидеть лошадей различных пород, побывать на фестивале кумыса и на праздничном вечернем концерте, на котором выступят популярные артисты, певцы и коллективы республики.

Баймак районӗнче Тӗнчери "Башкорт аты" II фестиваль иртӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/kultura/2023-08- ... rt-3380754

Рысак лашасен чупӑвӗнче ӑмӑртакансем Ҫӗнӗ Шупашкар Кубокне илсе пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Республика кунӗ кӗҫех ҫитет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60627

— Чакрӗ лашасен хакӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӑн Ентимӗр ывӑлӗсем тухрӗҫ уялла, Лашасен картине, утсене утланма:

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Лашасен таканлатнӑ урисем шӑннӑ ҫӗр пичӗ ҫине чак! чак! туса пусни таҫта ҫитиех илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лашасен пуҫӗ ан ҫаврӑнтӑр тесе, вӗсене каялла ҫавӑрса, хирӗҫле майлӑ чуптарма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лашасен те шучӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ӗнер ҫеҫ пӑрахса кайрӗҫ: хӑйсен те, лашасен те апатсем пӗтсе ҫитнӗ, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Бригадӑри лашасен хуҫи — бригадир.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сирӗн ман лашасен хакне пӗтӗм ялпа сапламалла пулать.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускавпа Стамбул аллинче пичеври лашасен тилхепийӗ ҫеҫ, пирӗн алӑра вара — тӗпе кӳлнӗ лаша тилхепийӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл Регард арӑмӗпе Аронтӑпа шӑппӑн пуплет, Регард вара Евӑна лашасен ӑмӑртӑвӗ пирки каласа кӑтартать.

Она тихо беседовала с Аронтой, женой Регарда, а Регард рассказывал Еве о скачках.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Лашасен урисене ыраттарса ҫӳрени ҫеҫ пулӗ.

Только ноги коням вывертывать.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Блюм вӗсене ҫывӑхрах курать — хӑйӗн аллисем тейӗн; ут чӗрнисем унӑн пичӗ тӗлӗнчех тӑнкӑртатса чанклатаҫҫӗ; ҫывӑхрах, чӗркеленчӗксемпе витӗннӗ ура пакӑлчакӗсен тӗссӗрленнӗ ҫӑмӗпе, — ҫулланнӑ сӳрӗк лашасен ура чӗрнисем.

Блюм видел их так же близко, как свои руки; они тупо щелкали перед самым его лицом; все ближе, с выцветшей шерстью лодыжек, покрытые трещинами, копыта равнодушных пожилых лошадей.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех