Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрле ӗҫлесе илнӗ тупӑшран, тен, кӑҫаллӑха икӗ лашапа икӗ плуг илмелӗх, ҫитес ҫул вара — вунӑ лашапа вунӑ плуг илмелӗх те уйӑрса хӑварма пултаратӑр…
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Чирлӗ ҫынна лашапа та, машинӑпа та больницӑна илсе пыма май килмен.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Хумкка хапхаран лашапа кӗни курӑнчӗ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эпӗ лашапа каятӑп, атя хампа пӗрле, Вахитов юлташ, — сӗнчӗ ӑна Мария Тимофеевна.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лашапа та арҫынран кая мар ӗҫлет, пуртӑ тытса каскалама та ӑста, вӑрманне те каснӑ, хӑех турттарнӑ, карти-хурисене те карталаса ҫавӑрнӑ, юписене те чавса лартнӑ — никамран та пулӑшу кӗтмен.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗркунне хирти ӗҫсем пӗтсен, тӑватшар-пилӗкшер лашапа колхоз кӗлечӗсенчен тырӑ тиесе хӑйсен пӳлмисене пушататчӗҫ колхоз ӗҫченӗсем.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лашапа мӗн тумаллине пӗлместӗн!
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫапнӑ ыраш улӑмне лашапа сӗтӗрттерсе купаласах пыраҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Лашапа каймаллаччӗ сан, Эрхип Григорччӑ, — ҫул ҫине тухсан тепӗр хут каларӗ Сӑпани.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ултӑ лашапа тухса кайрӗҫ Палюксем утӑ ҫулма.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗрре ҫеҫ иртмен ҫак ҫулпа Хумкка мучи — ҫуран та, лашапа та, хӗлле те, ҫулла та ҫӳресе курнӑ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Фома Фомич, — терӗ председатель, тӑрантас ҫинчен анмасӑрах, — ҫирӗм лашапа ыран станцине каятӑн.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халь вӗсен чаплӑ лашапа ӗне пур.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах, ҫын халапӗсен чӑнлӑхне ҫирӗплетме пекех, куҫ умӗнче лашапа урапа.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Сан килте йӗри-тавра хуралт, кил хушшинче лашапа ӗне пултӑр тесе паратӑп.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лашапа та вӑл ашшӗ кӑтартса пынипе ҫеҫ ӗҫленӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лашапа ӗҫлейӗ-ши?
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Утмӑл пилӗк тенкӗпе лашапа вӑрлӑх та илме пулать.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук паян Атӑлкассинче пасар пухӑнмаллине аса илчӗ те унта кайса лашапа вӑрлӑх илме шут тытрӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лавӗпех ҫӑнӑхпа вӑрлӑх, лашапа ӗне те илме пулать.