Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лашан (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Этем пек ӑслӑ-пуҫлӑ пулсан лашан кӳреннипе чӗри ҫурӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫитрӗмӗр те лашан ик хӑлхинчен туртма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лашан пурӑнаҫ кунӗ пӗтмен, — терӗҫ.

пускай живет несчастная животина.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эп астӑвасса пирӗн юлашки лашан чӗлхине темӗнпе касса янӑччӗ.

У последней его лошади кто-то отрезал язык.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лашан ҫӑварӗ кӑпӑкланнӑ, Сывлать вӑл тарӑн хашкаса.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл икӗ лашан йӗвенне кӗреҫе сухала тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӗвел пайӑркисем тухсан Батуханӑн аллинчи шур лашан ылтӑнпа илемлетнӗ йӗвенӗ хӗвел ҫинче ялкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хытӑ ҫӳрекен лашан ҫеҫ ун пек пулать.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп Пимен мучине аса илтӗм те куккана итлерӗм, ҫӗре анса лашан тарланӑ чарисем хӑпарса аннине, вӑл хӑйӗн сарӑлса кайнӑ сӑмса шӑтӑкӗпе аран сывланине, ҫаралса кайнӑ хӳрипе вӑйсарран сулкаланине пӑхса тӑтӑм та ӑна мӗн тери йывӑр пулнине туйса илтӗм.

Я вспомнил про Пимена и послушал дядьки. Я слез с лошади, и когда я посмотрел, как она носила потными боками, тяжело дышала ноздрями и помахивала облезшим хвостиком, я понял, что лошади трудно было.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Ҫак тӑрӑмра ӑнлануллӑ та тертлӗ сӳрӗклӗхӗн хӑйне евӗрлӗ ҫепӗҫлӗхӗ пур; лару-тӑру логикине, япаласен вӑйне, лашан чӑтусӑр уттине парӑнса ҫапах та аллӑма султӑм, чӗлпӗре туртрӑм, юхан шыв патне юртӑпа тухрӑм та Аскарота шыратӑп.

В состоянии этом была своеобразная прелесть сознанного и мучительного равнодушия; однако, уступая логике положения, власти вещей и нетерпеливому шагу лошади, я, махнув рукой, подобрал поводья и выехал к реке рысью, разыскивая Астарота.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫил вӗрет те тӑмалать, лашан аякран вӗҫсе килекен вӑйсӑр тӑпӑртатӑвне чарать те каллех хӑвалать.

Пахнул ветер и замер, оборвав слабый, долетевший издали, топот лошади.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тӳремлӗхелле утнӑ май, вӑрман хӗррине ҫитеспе, Горна сӑрӑ пӗчӗк лашан васкавлӑ чуппи хӑваласа ҫитрӗ.

Шагая к равнине, на самой опушке леса Горн был настигнут быстрым аллюром маленькой серой лошади.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Чӗрӗ какайпа лашан хӗрлемес ҫилхине кӑштах касса илсе хӗрлӗ темиҫе савӑл тӑвӑр; вӗсен шӗвӗр вӗҫӗсем хӑш еннелле тӑсӑлса выртни пирки ытлах кулянмалла мар; ҫак ҫыхланчӑка аялтан урлӑ хушӑк хӑварса касӑр, ҫиеле вара хӑрӑк икӗ мӑйӑр чиксе хурӑр, — акӑ вӑл: Гро физиономийӗн евӗрлӗхӗ.

Составьте несколько красных клиньев из сырого мяса и рыжих конских волос, причем не надо заботиться о направлении, в котором торчат острия, разрежьте это сцепление внизу поперечной щелью, а вверху вставьте пару гнилых орехов, и вы получите подобие физиономии Гро.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Лашан пуҫне хуплам, кӗҫенсе ан ятӑр.

Лошади морду закрою, а то не заржала бы еще некстати.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Лаша сӑмаха падеж тӑрӑх улӑштарса пӑхар: лашан, лашапа, лашара. Мӗншӗн лашен, лашапе, лашаре мар?

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ҫапла майпа Эмиль тимӗрҫе лашан тӑватӑ урине те таканлама пулӑшрӗ.

А Эмиль, словно не замечая всеобщего восхищения, помог кузнецу подковать все четыре ноги.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль чӑнах та пӗчӗк аллисемпе лашан кайри урине ярса тытрӗ те ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

И знаешь, что Эмиль сделал? Он ловким движением взял лошадь за копыто и приподнял её заднюю ногу.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Халех хам тытса таканлатӑп! — кӑшкӑрса ячӗ те вӑл тарӑхнипе лашан кайри урине хӑйӗн кӗреҫе пек пысӑк аллисемпе ярса тытрӗ.

— Сейчас сам сделаю! — крикнул он в гневе и схватил её своими огромными ручищами за заднюю ногу.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑй вӑл чӗмсӗрччӗ; унӑн кӑвак куҫӗсенче хӑйӗн пӗтӗм вӑйне ӗҫлесе пӗтернӗ лашан шанчӑксӑр, никама ӳпкелемен кӑмӑлӗ палӑрса тӑратчӗ: лаша лава тӑвалла туртать, хӑй ӑна туртса тухаяс ҫуккине пӗлет-ха вӑл, анчах ҫапах та туртать!

Была она молчалива; в её серых глазах застыло безнадёжное, кроткое упрямство лошади, изработавшей все силы свои: тащит лошадка воз в гору и знает — не вывезу, — а всё-таки везёт!

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Хӗвел ҫути, лупасайӗн кивелсе кайнӑ тӑрринчи пӗчӗк шӑтӑксем витӗр тухса, лашан хӗрлӗ-ҫӳрен тӗсне ҫута пӑнчӑсемпе ҫутатса улатать.

Солнечный свет, падая струями сквозь узкие отверстия обветшалого намета, пестрил небольшими светлыми пятнами ее косматую красно-гнедую шерсть.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех