Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара вӑл пукан ҫине вӑйсӑррӑн кайса ларчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анна Федоровна шкапран темӗнле хутсем илчӗ те каллех манпа юнашар пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тепӗр кунне Нина Васильевна ирех палатӑна кӗчӗ те чирлисене сывлӑх сунчӗ, вара ман койка умне пырса ларчӗ, алӑран тытрӗ, юн тымарне итлесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑй вара, эпӗ ҫавӑн пек температурӑпа та сывӑ ҫын пекех чип-чиперех ларнинчен тата вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кулкаласа илнинчен тӗлӗнсе-ши, мана пӗр самант хушши куҫран пӑхса тӑчӗ, унтан, хӑйӗн чӑрсӑрлӑхӗнчен вӑтаннӑ пек пулса, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӳлӗме кӗрсен Шура мана кивӗ диван ҫине ларма сӗнчӗ, хӑй те манпа юнашарах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл кимӗ ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе ларчӗ те кӗсменсене ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вара манпа юнашар ларчӗ те Атӑл ҫинелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Лешӗ чӗнмерӗ, пӗр вӑхӑт пуҫне усса ларчӗ, вара ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Вӑл йанӑшмасть ӗнтӗ, — сӗтел умне пырса ларчӗ Владимир Петрович.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ерипен пускаласа Илле бригадир ҫумне пырса ларчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ӑна курсан Актай ҫырӑвне пилӗкри пиҫиххи хушшинчи кӗнеке ӑшне хучӗ те, йӑмра тӑррине улӑхса, пысӑк турат ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫук, аякка каймарӗ вӑл, пӗр тунката хыҫне кукленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вара хутпа кӑранташ илчӗ те ывӑлӗ патне ҫыру ҫырма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ те саншӑн шухӑшларӑм, ҫӗрӗпе калаҫса выртрӑмӑр Улюнапа сан пирки, — ӗҫне пӑрахса, Ҫимунпа юнашар тухса ларчӗ Архип Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӗнер ытлашширех те калаҫрӑм пуль, Эрхип, каҫар уншӑн — стена ҫумӗнчи хыҫлӑ сак ҫинче пуҫне чиксе ларчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр вунӑ минута яхӑн пӗр сӑмах чӗнмесӗр, вырӑнтан хускалмасӑр ларчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юнашар пырса ларчӗ Ҫимун:

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӑртакҫӑ астӑватӑп ӑна, — чӗлӗмне авӑрласа, кӑмака умне туртма ларчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яшка пӗҫерме ҫӗрулми шуратма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ Ҫимун, ҫийӗнчи тӑлӑпа сирсе, тӑрса ларчӗ, шӑннӑ кантӑк витӗр тулалла пӑхрӗ — кӑвак ҫутӑ килет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех