Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартӗччӗ (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Май пулсан, вӑл ҫак ытарайми чечек пек хӗре самантрах урапи ҫине лартӗччӗ те ӑна, хӑй ҫумне ӑшшӑн-ӑшшӑн ҫупӑрласа, таҫта тӗнче хӗррине ҫитичченех вӗҫтерсе кайӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чикана чикӗ тӑршшӗ лартӗччӗ.

Глядишь, и цыган бы обставил! —

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗне пур ҫын сӗтне те кунтах лартӗччӗ.

И молоко, будь у него корова, тут же бы держал.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑрахучӗҫемӗн пристанӗ тенӗ пек, ку хуралтӑ ҫумне пысӑк пӑрахут пырса чарӑнас пулсан, лапчӑтсах лартӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эпӗ темшӗн шухӑшласа пыратӑп: вӑл ҫав чул хулана ҫавӑн пекех кичемле пек, ҫав айлӑм вырӑнтах, ҫулсерен икӗ шыв путара-путара янӑ ҫӗртех туса лартӗччӗ, тетӗп.

А мне почему-то думается, что он построил бы этот каменный город так же скучно, на этом же низком месте, которое ежегодно заливают воды двух рек.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Каҫхине вӑл площаде кинопередвижка лартӗччӗ те Мускав парадне е физкультурниксен уявне кӑтартӗччӗ, ыран вара дивизири юрӑпа ташӑ ансамблӗ театрти сцена ҫинче выляса парӗччӗ.

Вечером, на площади, установить кинопередвижку и показать парад в Москве или физкультурный праздник, а завтра в театре устроить выступление дивизионного ансамбля песни и пляски.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Кам та пулин ҫунат парсан, Егорыч тӑраниччех йӑлӑхтарса ҫитернӗ больница халатне хывса пӑрахӗччӗ те чарӑнмасӑр суракан суранне хӗссе лартӗччӗ, вара ҫӗнӗрен тайга авӑрӗ ӑшне чӑмӗччӗ.

Дал бы кто Егорычу крылья, сбросил бы он опостылевший больничный халат, зажал бы свою неугомонную рану и ринулся бы в омут тайги.

14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех