Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартӑн (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче эсӗ ман пата килсе лартӑн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эсӗ мана уру ҫинче чуччу ярӑнтартӑн, чӗрҫӳ ҫине лартса чылайччен ыталаса лартӑн, ӑшӑтрӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Авланма та ӗлкӗрӗн, пӳрт те лартӑн, — терӗ Безбородов.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑвӑн управдом сӗтелли хушшине лартӑн, слесаре, водопроводчике, дворнике черетлӗ ӗҫ тума хушрӑн, тахӑшне ҫурт тӑррине юсаса пама пултӑн, тахӑшне домоуправлени шучӗпе ремонт туса памастпӑр, терӗн, унтан манӑн отвечӗшӗн тӳлесе янӑ телеграмма ҫинчен аса илтӗн те ҫырса хутӑн: «Вилнӗ… Хурӑнташсем пулман…»

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак ҫын санран мӑшкӑлланӑ чух мӗншӗн шарламасӑр лартӑн?

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Доярка ӗҫӗ ҫапла: пӗр минут лӑпланса лартӑн пулсан, пин минут ҫухатрӑн, пӗр сехет лӑплансан, пин сехет…

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Астӑватӑн-и, мана ҫураҫма пырсан, мӗн тери вӗтеленсе лартӑн — евчӗсемпе ҫураҫнӑшӑн-и, чӑваш йӗркипе авланмалла пулнӑшӑн-и, кам пӗлет сана…

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Эх, Якур, концерта кайса лартӑн пулать…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫынсем килсен, мана мухтам пек туса ларать, тухса кайсан, каллех ҫапӑҫать: «Ма сиввӗн пӑхса лартӑн, ма пӗр сӑмах та каламарӑн, мана юратманнине кӑтартас терӗн-им?» ҫавӑн пек чуна илекен калаҫу кӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Анчах тем, паян кунчченех, ҫӑварна шыв сыпнӑ пекех лартӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлташун ҫуралнӑ кунӗнче вара, астӑватӑп, газланӑ шыв ҫеҫ сӑрхӑнтарса лартӑн.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Эс тунката ҫинче хӑвӑн асар-писер шухӑшусемпе сӳтрӗлсе лартӑн та вӗсене никам та пӗлмерӗ терӗн пуль.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ас ту, пули-пулми ҫӗре лартӑн эс чӗкеҫе.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ача амӑшӗ пулса та лартӑн, тусӑм!

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӳрече янахӗ ҫине улӑхса лартӑн та кӑшкӑрашатӑн!

Как ты вскочила на подоконник и закричала!

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чар-шав хыҫӗнче янӑрӑн-шавлӑн, спектакле чарса лартӑн, нимӗнпе ӗнентермесӗр Бардиона айӑпласа пӗтерӗн, юлашкинчен вара кӳрентернӗшӗн тата элекшӗн хӑвнах суда парӗҫ?!

Ты нашумишь за кулисами, сорвешь спектакль, бездоказательно обвинишь Бардио, и тебя же в конце концов привлекут к суду за оскорбление и клевету?!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

— Ҫавӑнпа лартӑн та эсӗ карцерта.

— Потому ты и сидел в карцере.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Часрах тухса кил, мӗн лакса лартӑн эс унта?

Выезжай скорее, чего застрял там?

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Капитан каларӗ: каҫхи апат ҫинӗ чухне эсӗ чӑнах та кашни япалана пит тӗлӗнсе пӑхса лартӑн тата кулса ямасӑр аран-аран чӑтса тӑтӑн, терӗ.

Капитан сказал, что за ужином я, как он заметил, с большим удивлением рассматривал каждый предмет и часто едва удерживался от смеха.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эй, Морган, эсӗ унпа пӗр сӗтел хушшинче лартӑн пулас?

Эй, Морган, ты, кажется, сидел с ним за одним столом?

VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех