Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартнине (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куракансем актёрсем питӗ лайӑх суйласа илнине, ҫавӑн пекех фильм «тӗп вырӑна вырӑс халӑхӗн хаклӑхӗсен системине лартнине, вӗсене вӑл питӗ хисепленине, позитивлӑ, тӑрӑхласа, ҫивӗччӗн кӑтартнине» палӑртнӑ.

Зрители отметили прекрасный подбор актёров, а также то, что фильм «ставит во главу угла систему русских ценностей и относится к ним очень уважительно, иронично, позитивно, остроумно».

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Вӑл хӑрушлӑх ҫӑл куҫӗсене тата синкер сарӑлма пултаракан тӗп ҫул-йӗрсене хӑвӑрт та тӗрӗс палӑртма, пулӑмсем мӗнлерех аталанассине сӑнласа пама пултармалла, ял хуҫалӑх выльӑхӗсене клеме лартнине тата вӗсене куҫарса ҫӳренине цифра мелӗпе уҫӑмлӑ та объективлӑ учет туса пыма май памалла.

Она должна позволять быстро и точно определять источники и пути распространения угроз, моделировать вероятность развития событий, вести четкий и объективный учет в цифровом формате маркирования сельскохозяйственных животных и их перемещения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Сӑри ҫине пыл ярса лартнине хам куртӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Днепр ҫинче хӑш вырӑнта Днепрогэс туса лартнине кӑтартӑр.

Покажите, в каком месте Днепра выстроен Днепрогэс.

Юханшывсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗчӗкҫеҫ принц хӑй унччен хӗвел аннине пӑхса киленнине, пуканне пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫара-куҫара лартнине аса илчӗ.

Маленький принц вспомнил, как он когда-то переставлял стул с места на место, чтобы лишний раз поглядеть на закат солнца.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Халь ӑна ҫил кастарнине, питӗнчен ҫапнине, куҫӗсене хупласа лартнине пӗлни маншӑн кӑмӑллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсене Олег Николаев саламларӗ, ӳсӗмпе ӗҫленӗшӗн тав турӗ, ҫӗршыври 30 полиграфи комплексӗн йышӗнче тивӗҫлӗ те чыслӑ вырӑн йышӑннӑшӑн мухтарӗ, комплекс администрацийӗ типографие модернизацилесе ҫӗнӗ продукци туса кӑларма тӗллев лартнине ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш Ен» ИПК — 55 ҫулта // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-i ... k-55-culta

Ҫавӑнта тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫса пуҫ хунӑ салтаксен пӗрлехи вил тӑприйӗ ҫинче палӑк ҫӗклесе лартнине, унта манӑн аттен ятне те ҫырса хунине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Аса илчӗ Микка хӑйӗн кӳрши Юс Тимукӗ епле майпа ҫурт лартнине.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ҫакнашкал условисене хамӑр республикӑра йӗркелесе яма тӗллев лартнине те ырӑ хыпара пӗлтернӗ ҫамрӑксене.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

– Хӗрачасем, эп пӑрӑҫ лартнине курма килӗр.

– Девочки, идите сюда смотреть, как я перчики буду сажать.

Пӑрӑҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/593

Кам пӗлет-ха мӗн сӑлтавпа вӑл мана нумай пулмасть кӑна куҫкӗретех суйса лартнине: «Инҫерех пулчӗ, атту лектермеллеччӗ те…» — терӗ вал ун чух, таҫта айккинелле пӑхкаласа.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Унта государь-император хула вӑйпучӗ пулма Сюльдяшов прапорщике лартнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ илсе килнӗ пакетра фашистсен чаҫӗсем июлӗн 20-мӗшӗ тӗлне пирӗн фронтра мӗнле вырӑнсене йышӑннине, ӑҫта пемелли хатӗрсене вырнаҫтарса лартнине, складсене, аэродромсене кӑтартакан план-картта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Питомникри ватӑсен хӑш колхозра мӗнле, ӑҫта лартнине тата калчисем ют вырӑнта мӗнле ӳснине питӗ пӗлесшӗнччӗ, Нурӑс пасарне килекен хӗрарӑмсенчен чарсах ыйтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кашни лаптӑк тӗлӗнчех юпа ҫине хӑма ҫапса, хӑҫан мӗн лартнине ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ку ҫурт-йӗре хӑҫан лартнине Ҫтаппан хӑй те аран ҫеҫ астӑвать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

- Эпӗ ҫирӗплетсе калатӑп: Будапештра Хортин палӑкӗн бронза копине лартнине питӗ нумай ҫын хирӗҫ пулчӗ! - ӑнлантарать Иштван Хегедюш историк.

- Я хочу подчеркнуть - установка бронзовой копии Хорти вызвала в Будапеште бурю протестов! - объясняет историк Иштван Хегедюш.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Хӑйне чике тӑршше лартнине тинех туйса илчӗ Александр Петрович.

Александр Петрович вдруг понял, что его провели.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ятман Укахви звенине вӑрлӑхлӑх тулӑ участокне курма кайнӑччӗ, ҫула май Марине бригадине кӗчӗ те унта агроном ыттисемпе пӗрле кок-сагыз калчисене куҫара-куҫара лартнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех