Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартман (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑвашсен капӑр тумӗн пӗтӗм традицийӗсене аталантарас, упраса хӑварас тӗллевсене лартман та.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Совет Ҫарӗн театрӗнче икӗ хутчен тӗрӗслемелле лартса пӑхнӑ хыҫҫӑн «Офицер» ятпа тухнӑ спектакле 1955 ҫулхи декабрь уйӑхӗ хыҫҫӑн урӑх лартман.

Спектакль, получивший название «Офицер» после двух пробных постановок в Театре Советской Армии, с декабря 1955 года не ставился.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Эсӗ темскер ан шутла: эп сана аҫупа пӗр картлашкана лартман, аннӳ те пит ырӑ ҫынччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тинтерех ҫеҫ хӑйпе пӗрле Ӗнел общинин мулне ҫаратакан туй-йышӗ пуҫне чут ҫеҫ каялла пӑрса лартман.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуть те мӗнле пулнӑ пултӑр, пуртта вара сывлӑша лартман, турат ҫинех лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эппин, эсӗ мӗншӗн халӗ те лартман?

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав кунсенчех ман питӗрӗнсе тӑракан пӳртрен кӑмака плиткин ункисем ҫухалнӑччӗ, чӳлмек-миска лартман чух кирпӗчпе-мӗнпе ҫеҫ витсе хуратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ҫемье ҫавӑрман ҫамрӑксене килте лартман.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Вӑрман касса таврӑннӑ хыҫҫӑн та ӗҫсӗр килте лартман хӗр-хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Эпир, строительсем, кӑлтӑксем туса тултарнине пула цехсем вӑхӑтра ӗҫе кӗреймеҫҫӗ, вырнаҫтарса лартман хаклӑ оборудовани ҫумӑр айӗнче юхӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ун сӑмахӗсене ӗненсен, Турунов туман завод, Турунов лартман ҫурт-йӗр республикӑра ҫук та иккен.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Юрлассипе (сасси унӑн, чӑнах та, начар мар) шкулта пӗчӗкренпех чи малти вырӑнта тӑнӑ, драма кружокӗ те унсӑр, паллах, пӗр спектакль те лартман, анчах вӑл, Радик, физика, математика предмечӗсене, уйрӑмах ҫӗнӗ предмета — машиноведение вӗренессипе те ыттисенчен нимӗн чухлӗ те кайра тӑман.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӗсене стена ӑшне кӗртсе лартман вӗт!

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫӗнӗ пӳртех лартман та, анчах киввине тултан чус ҫапнӑ, ҫине тимӗр витнӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кабина алӑкне уҫнӑ кӑвак шӑрт сухаллӑ ватӑ шофер ун ҫине тӗлӗнерех пӑхрӗ, мӗншӗн тесен машинӑна ҫул ҫинче ниҫта та чарман вӑл, никама та лартман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Мана, Ревлен Петрович, кашни рабочи хыҫҫӑн сыхласа ҫӳреме лартман.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Пырне лартман пулӗ-ҫке?

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

«Атте пире, ачисене, пушӑ лартман. Ҫуллахи каникул кунӗсенче эпир «Комсомольский» совхоз хирӗсенче вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Ун хыҫҫӑн ҫак лаптӑка лартман пулсан, мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши кунта?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лартман ҫав, лартман, ӗҫне тытӑннӑ пулсан… пӗр йывӑҫне лартман.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех