Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартасси (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Министр база патӗнче автомобильсене лартасси чӑрмавлӑ пулма пултарасси ҫинчен каларӗ — ҫакӑ унта строительство ӗҫӗсем пынипе те ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннисене асӑнса палӑк лартасси те планра пур, кун пирки те никамӑн та манса каймалла мар.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Жнейкӑсемпе, лобогрейкӑсемпе вырса пӑрахнӑ касӑсене кӗлтене кӗртсе, майра пуҫӗсем туса лартасси ҫӑмӑл мар.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Апат хыҫҫӑн Стасик «хӑнасене» шалти пӳлӗме илсе кӗрсе кӑтартрӗ, ӑҫта-ӑҫта мӗн лартасси ҫинчен каласа мухтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Кӑҫал республикӑра малтанхи звенори сывлӑх сыхлавӗн 56 объектне, ҫав шутра 19 ФАПа 2024 ҫулта хӑпартса лартасси те планра пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Шӑнкӑрав сассипе ырӑсене юпа лартасси пирки пӗлтермелле пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Тӗспе суйласа ил», «Ҫул суйласа ил», «Светофора хускат» дидактика вӑййисем пӗчӗккисен ҫул-йӗр правилисем ҫинчен, светофор лартасси ҫинчен ансат шухӑшлавне йӗркелеме пулӑшнӑ.

Дидактические игры «Подбери по цвету», «Выбери дорогу», «Включи светофор» помогали сформировать у малышей элементарные представления о правилах дорожного движения, о назначении светофора.

Ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх тематикӑллӑ эрне вӗҫленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3444774

Унӑн вӑхӑта чарса лартасси е ӑна каялла ҫавӑрасси килчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пӳрт лартасси ансат мар вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паха спорт учрежденийӗсене ҫӗклесе лартасси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Пулӗ-и ват пуҫпа ҫӗнӗ ҫурт лартасси?

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫавӑнпа та опера лартасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Каярахпа ҫурт-йӗр лартасси ялсенче ҫулсеренех хӗрӳленсе пычӗ те, Герасим Федотович отпуска килсен Татти инкепе Кирик — ӑна ялта халь пурте пекех Шемердянов теҫҫӗ — ҫӗнӗ пӳрт тӑвасси ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Токарьсен участокӗнче, — малалла тӑсрӗ сӑмахне Алексей Данилович, — хӑйра станокне тепӗр вӗҫне лартасси ҫинчен эпӗ калаҫса пӑхӑп, ку чӑнах та питӗ кирлӗ ыйту.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Икӗ-виҫӗ ҫулхи ҫинҫе хырпа лиственница калчисене кӑларса урӑх вырӑна лартасси те ҫӑмӑл ӗҫ мар.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Юнашар пӳлӗмре электриксем пулас, республикӑна электрификацилесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе хӗрсех тавлашаҫҫӗ, темӗнле подстанцие урӑх вырӑна лартасси ҫинчен канаш тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫтаппанӑн чи ырӑ ӗмӗчӗ — мӗнле те пулин шурӑ пӳрт туса лартасси.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эп пырса кӗнӗ чух вӗсем Палюк мучипе иккӗшӗ ҫав хатер-хӗтӗрсене мӗнле кайӑк тытма ӑҫта лартасси ҫинчен канашлатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Йӑмрана мӗнле тӳрлетсе лартасси ҫинчен кашни харпӑр хӑй шухӑшне каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Авланса пӳрт лартасси ҫех юлчӗ.

Осталось теперь только жениться да дом построить…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех