Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларсах (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Килен-каянсен ҫуртне кӗрсе сӗм ҫӗрле ҫынсене чӑрмав кӳрем мар-ха. Юханшыв портӗнчи пассажирсен кӗтмелли залне хам парпах яртлаттаратӑп та унта ытах, пӗр-пӗр лачӑркка тенкел ҫине майлӑрах вырнаҫса ларсах, ыйӑх патшине авӑрлӑ кулач ҫитерсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑваратӑп», — шӳтлӗн-мӗнлӗн каварлашрӑм эпӗ хампа хам ҫемҫе ларкӑч ҫинче пӑшт-пашт, хӑлт-халт сиктеренкелесе пынӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Хама «качтакине» палӑртмалла-и е ҫапла ларсах ҫӗр каҫмалла-и?»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вунсакӑр-ҫирӗм ҫухрӑм кайсан, Акӑш кӳлли патнех ҫитсен, манӑн упа (вӑл пур-пӗрех манӑн пуласса пӗлсе ҫапла калатӑп) капан тӗпӗ пек сарлака тунката ҫине ларсах ҫур сехет канса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫар комиссарӗ унпа, юнашар ларсах нумайччен калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫапла калаҫи-калаҫми ларсах Таня ҫур сехете яхӑн ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Шӑкӑртатса калаҫса ларсах ҫур литра пушатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ларсах тӑма вӑхӑт ҫук-ха, Татьяна аппа.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ларсах кала, — лӑпкӑн, кӑмӑллӑн каларӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килтӗмӗр пулсан, ларсах каяр эппин.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ларсах итле.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр те пӗр шӑнкӑрчсем патне тӗллесен, чӗпписене вӗллене кӗрсе ларсах ҫисе пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

— Ывӑнман, ларсах килнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Пӗр вылямасӑр-кулмасӑрах, ҫапла вилнӗ ҫын панче ларнӑ пек ларсах ҫамрӑклӑх иртсе кайӗ тетӗп-ҫке.

— А что, в самом деле сидим будто возле покойника — ни пошутить, ни посмеяться. Так и жизнь пройдет — не заметим.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эсӗ ав тӗнче тӑрӑх ҫӳресе те укҫа тӑвайман, эпир кӑмака ҫинче ларсах аптрамарӑмӑр.

Ты вон по миру ходил-бродил, денег не заработал, а мы сидели на печи и не пропали.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вун ҫул иртсен те Ас илчӗ иртнине ларсах

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Эсӗ те килте ларсах каймастӑн курӑнать, ют ялсем тӑрӑх ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйӗн кӗлеткипе, илемлӗ пит-куҫӗпе тата ӑмӑрткайӑкӑнни пек хӑюллӑ сӑн-пичӗпе ӑна пуринчен ытла Тукай мӑрса кӑмӑла кайрӗ пулас, вӑл унпа юнашар ларсах калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мана кофепе тар кӗтеҫҫӗ, эпӗ вара ларсах кайрӑм.

Кофе и порох ждут меня, а я засиделся.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Кунта пысӑк ӗҫ, тӗлӗнмелле ҫӗнӗ хыпар, эпӗ чире хывнӑ майпа нимӗн те пӗлмесӗр килте ларсах ирттернӗ.

Такое происшествие, такая поражающая новость, а я просидел дома, будто по болезни, и ничего не знаю.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ун хыҫҫӑн сӗтел хушшине хуҫасемпе пӗрле ларсах лайӑх кӑна ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех