Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларсан (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек туйӑм уйра, эсӗ пӗччен чухне сана ӑшӑтакан кӑвайт сасартӑк сӳнсе ларсан кӑна пулать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тата кӑштах ларсан, Шупашкара кайма шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шупашкарти садсем чечеке ларсан, ҫӗмӗрт ҫеҫкисем ҫурӑлсан, мана госпитальрен кӑларчӗҫ те, тата ытларах вӑй илтӗр тесе пуль, пӗр уйӑхлӑх отпуск пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Татах юпа тӑрринче тӑманалла пӑхса ларсан, мана шуҫ чуманпа шутарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Откан аппа, — терӗ вӑл кӑшт ларсан, хӑй мӗншӗн килнине тинех астунӑн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗчченшерӗн те чипер юрлаҫҫӗ те, ушкӑнпа пуҫтарӑнса ларсан вара шӑрантараҫҫӗ ҫеҫ, пиллӗкӗш пилӗк тӗрлӗ сасӑпа ҫавӑрттарса юхтараҫҫӗ кӗвӗ ҫеммине — пӗри те аташмасть вӗт-ха, кашни хӑй майлӑ килтерет юрӑ илемне.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑҫал акӑ авӑн вӑраха тӑсӑлчӗ, юр ларсан та, анкартинче молотилка сасси кӗрлеме чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Пурте пӗрле пуҫтарӑнса ларсан, итлӗпӗр. Халь эпӗ калаҫӑп», — терӗ вӑл, ывӑлне тӑрантас ҫине лартсанах.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр ларсан, тӑраймастӑп, — терӗ лутака секретарь, ик аллипе пилӗкне тытса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каҫченех пӗр хускалмасӑр ҫывӑрчӗҫ вӗсем, тӑван килти пек темле-темле ырӑ тӗлӗксем курчӗҫ, анчах вӑранса тӑрса ларсан, каллех чунӗсем ыратса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑй патне кӳршӗ-аршӑсем кӗрессе кӗтсе ларчӗ вӑл каска ҫинче, анчах, Сантӑркка ӗнине суса сепаратӑра кайса киличчен ларсан та, килен-каян пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак самантра эсӗ ман сассӑма илтиччен манӑн чӗлхе типсе ларсан аванрахчӗ…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан сӗтел хушшине ларсан, Матӗрне хӗр чухнехи хастарлӑхӗпе сӗтел ҫине булка, хӑяр пырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сак ҫине ларсан сасартӑк хам ывӑннине туйса илтӗм, ҫавах та вакунра алӑксем патӗнче вырӑн йышӑннӑ хӗрсене пӗр сехете яхӑн ҫывӑрма юраманнине систерсе хутӑм, «ют ҫынсем» вакуна кӗрсен хама асӑрхаттарма хушрӑм та вырӑна кайса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Унпа пӗр ҫур сехет калаҫса ларсан аннепе атте таҫта ӗҫпе тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Вӗсем ҫине уйӑрнӑ ҫӑвӑр хуртсем ларсан чикмекпе хӑпарса кунтӑк ӑшне пуҫтарма тиветчӗ, е тата чикмексӗрех ҫӑкасем ҫине хӑпарса каяттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Сӑмавар умӗнче иккӗшӗ чылаях шӑкӑлтатса ларсан чей куркине чашӑкки ҫине шӑкӑрт! кутӑн май ҫавӑрса хучӗ те мана ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Тракторӗсем сӳнсе ларсан тата…

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хӗвел сӳнсе ларсан та!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Апата ларсан, Хӗрӳ Хӗветӗр, ытарлӑн кулкаласа, Ҫтаппанран ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех