Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларнипе (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӗпен, хӑйне хӑй пуҫтаркаласа, пуҫне чӗтрете-чӗтрете (ку ӗнтӗ мучин ача чухнехи ӑс-тӑн чирӗ хӑварнӑ «тӑмха») ҫенӗке тухрӗ, куркапа витререн тӗпӗнче кӑна юлнӑ, хӗвел ҫинче ларнипе лӗпленсе кайнӑ шыв ӑсса илсе, пӗр-ик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт турӗ, унтан ҫенӗке, картлашка умне тухса тӑчӗ, чӗкеҫ тӑмӗ тӗслӗ пиҫиххисӗр кӗпине йӳле ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пенсире те алӑ усса, телевизор кӑна пӑхса ларнипе ӗҫ тухманнине лайӑх пӗлет Валентина Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Пӗр вырӑнта ларнипе ват шӑмшакӗ те хытса ларчӗ мучин, шыв ӗҫес килни те аптӑрата пуҫларӗ, ҫапах хӗрсем умне тухма вӑй-хӑвачӗ ҫитмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Марине, мӗшӗлтетсе ларнипе мар.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Чӑннипе вара рамӑсем ҫинче апачӗ пур, анчах вӑл хытса ларнипе ӑна вӗсем ҫиеймеҫҫӗ, вара выҫӑпа вилме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Нумай вӑхӑт хушши пӗр тӗле тинкерсе пӑхса ларнипе вӑйсӑр куҫӗ алчӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ, ҫӑварӗнчи ҫыртӑкӗ пырне ларнипе, сассине аран кӑларса: — Мӗн итлетӗр ӑна! Вӑл ӑсран тайӑлнине курмастӑр-им? Элекҫей патне хам ӑсатса янӑ хӗр ӑҫтан ун патӗнче пулма пултартӑр! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Питӗрте те пулса кураттӑмӑр пулӗ, баржа ытла тарӑнра ларнипе каяймарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алла усса ларнипе те ним тухас ҫук.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил хушши тавра тытса ҫавӑрнӑ ҫатан та нумай ҫул ларнипе кивелсе, лутраланса, шӑтса-ванса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сехӗрленсе ларнипе йӑлт ывӑнса ҫитрӗ Иливан.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑй пӗтнипе тата нӳрлӗ ҫӗрте ларнипе Ахтупайӑн пуҫ ҫаврӑнакан пулчӗ, вӑл шӑтӑкран кӑларсан та ӗҫе каймасӑр хӗвел ҫинче выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей арӑмӗ хӑех ӑнланчӗ пулмалла: ача пӳлӗмӗнче чӗтресе ларнипе халӑха хӑвӑн майлӑ ҫавӑраймӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачаранах хӑрах алли типсе ларнипе вӑл хӑйӗн аулӗнчен ниҫтах та тухса ҫӳремен, ытти халӑхсемпе хутӑшсах кайман.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Алла усса ларнипе нимӗн те пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Иван пичче те, манпа пӗрле ларнипе, вӑхӑт иртни сисӗнмест, тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑрӑм кунта пӗр ҫӗрте ларнипе эпӗ кичемленнӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Выльӑх шайне ҫити анса ларнипе.

Как животные, на их уровне.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр ачашланса ларнипе мар, упӑшкине ун ҫумне хушса хӑйне хӑй вӗчӗрхентерсе ячӗ Хветле.

Не потому, что она была нежна, а потому, что приставила мужа к ней, Фёкла разозлила сама себя.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул сӗтел ҫывӑхнерех утса пычӗ те пуп хӑй еннелле пӑхса ларнипе мар, сӑмсине сасартӑк усал шӑршӑ ҫапнипе чарӑнса тӑчӗ.

Когда Яндул приблизился к столу, в нос ударил неприятный запах

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех