Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лармаҫҫӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юхӑну тапхӑрӗнче ҫӗнӗлӗхсем те уҫӑлаҫҫӗ; цивилизацисем чӑннипе пӗтсе лармаҫҫӗ, урӑх йӗр хываҫҫӗ ҫеҫ, вӗсен шӑпи ⎼ вӗҫӗмсӗр чӗрӗлӳ».

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пирӗн пек ӑшӑ пӳртре лармаҫҫӗ вӗт вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем такам килсе туса парасса кӗтсе лармаҫҫӗ, ҫивӗч ыйтусене вырӑнтах татса пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Каллех аялта вӑрман лаптӑкӗсем курӑнма пуҫларӗҫ, анчах кунта вӗсем ҫурҫӗрти пек мар, сайрарах лараҫҫӗ, вӗсем шӑрт евӗрлӗ курӑнса лармаҫҫӗ.

И опять внизу шапки лесов, только более редкие, чем на севере. И они не стоят щетиной, — очертание их более мягкое.

Самолет ҫинчен епле курӑнать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Телефон пралукӗсем ҫинче чӗкеҫсем чӗвӗлтетсе лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апла пулин те алӑ усса лармаҫҫӗ кунта, яваплӑ тапхӑра кӗтсе хатӗрленӳ мероприятийӗсене туллин ӗҫе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Социализмлӑ нацисен аталанӑвӗн историри опычӗ ҫакна кӑтартса парать: нацилле формӑсем ним улшӑнмасӑр хытса лармаҫҫӗ, вӗсем улшӑнаҫҫӗ тата пӗр-пӗринпе ҫывӑхланаҫҫӗ, кивелнинчен, ҫӗнӗ пурнӑҫ условийӗсене хирӗҫ пыраканнинчен тасалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

— Нихӑшӗ те ӗҫсӗр лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Темшӗн питӗ час тӑкӑнаҫҫӗ унӑн ҫеҫкисем, талӑк та лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Эс мана итлеместӗн-ҫке, ҫынпа калаҫнӑ чухне тем ҫинчен тумит туса лармаҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унта кунашкал ыйтусемпе вӑхӑт ирттерсе лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Анчах та коммунистсем ертсе пынипе ял ӗҫченӗсем тунӑ ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармаҫҫӗ, хайсен колхозне чи мала кӑларассишӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Кунти ҫуртсем Анаткасри пек ирӗккӗн, мӑнкӑмӑлланса лармаҫҫӗ, вӗсем темрен хӑранӑн, ытлашши палӑрас мар-ха тенӗн, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ, пӗр-пӗрин хӳттине пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Черкке тӳнтермесӗр-янклаттармасӑр апата та лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Вӑт унта ӗҫе тӗрес йӗркелесе янӑ — механизаторсем кашни машинӑна мӗн пултарнӑ таран ӗҫлеттереҫҫӗ, хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче вӗсен машинисем пӗр сехет те ахаль лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак сӑлтавсене пула, писатель романра каласа панисем историри фактсемпе пур чухне те пӗр карта тӗрӗс-тӗкел лармаҫҫӗ тесе, ытлашши тиркешмех те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫакӑн пек каҫсенче Чӑваш Яшми ҫамрӑкӗсем килте хупӑнса лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Калас пеккине каласа ӑнлантарсан Тукайпа Акпарс унран пиччӗшӗ ҫинчен ыйтма та вӑтанса тӑмарӗҫ (туйтӑр, ӑҫти ҫук мӑрсасем лармаҫҫӗ ун умӗнче, аслӑ княҫпа ун ҫывӑх ҫыннисем патӗнче пулнӑ мӑрсасем лараҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иксӗрӗн те анусем хӑрах йӑрана лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чиркӳсем те йӳне лармаҫҫӗ

— Церкви тоже недешево обходятся…

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех