Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лармассерен (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та вӗсен урокӗсенче лармассерен хама педагог пулма сӑмах та панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Апата лармассерен арӑмӗ укҫа ҫинчен сӑмах пуҫарни Лавра тӳсме ҫук кӳрӗнтерет, вӑтантарать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ, апат ҫиме лармассерен, ун валли кашӑк хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Яриле ассӑн сывланӑ, кашни ҫиме лармассерен шикленсе ывӑлӗ ҫине пӑха-пӑха илнӗ.

Яриле часто-часто вздыхал и всякий раз испуганно взглядывал на сына, как только подходило время обедать.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнене ирлӗ-каҫлӑ сумалла, Елисӑн вара чӗркуҫҫи сыпписем ыратаҫҫӗ, кашни лармассерен нушаланмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Утнӑ чух вӑл хӑйӗн аллине тӑтӑшшӑн тӑпрапа сӑтӑрса пычӗ; ҫапах та, ҫакӑн хыҫҫӑн чылай вӑхӑтран та кашни апат ҫиме лармассерен Черныша хӑйӗн аллисенчен темӗнле йӗклентерекен шӑршӑ кӗнӗ пек туйӑнчӗ.

Идя, он все время тер ладонь землею; однако, еще много дней спустя, всякий раз, когда Черныш принимался есть, ему казалось, что от руки несет чем-то тошнотворным.

IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Чикарккӑ тӗпӗсене базировать тӑвӑр, — тетчӗ командир кашни канма лармассерен.

— Окурки базируйте! — предупреждал на привалах командир.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

10. Унта ҫисе-тӑранса пурӑннӑ чухне хӑвна панӑ ырӑ ҫӗршӗн Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, апат хушшине лармассерен тав ту.

10. И когда будешь есть и насыщаться, тогда благословляй Господа, Бога твоего, за добрую землю, которую Он дал тебе.

Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех