Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларманнине (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫлӑхсем, вӑл унта ларманнине пӗлсе, телефонпа сайра-хутра ҫеҫ шӑнкӑравлаҫҫӗ, ӑна хӑйсем патне кӗме репродукторпа пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унӑн ҫамрӑклӑхӗ ҫине нихӑш енчен те пӗр хура пӑнчӑ та ларманнине ӑнлантӑм эпӗ, манӑн ытти хӗрачасене те пурне те ҫавнашкал ӳссе ҫитӗнтерес килчӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Элекҫей ҫинчен сӑмах тапратнипе Микула юнашар ларманнине ӑнланса, ҫав-ҫавах пӑшӑрханчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хресченсем тепӗр уйӑхсӑр хӗл ларманнине, ҫанталӑк та ытлах усалланманнине аван пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

91-мӗш ҫулӗнчи ҫак хура ҫаврашки ку ҫул кунта пушар пулнипе хыр кӗҫех хӑрса ларманнине пӗлтерет иккен.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Ҫитменнине Петербургри вӑрттӑн ҫар советӗнче, Кутузов ахаль ларманнине патшаран лайӑх ӑнланакан ҫынсем тупӑннӑ.

К тому же в тайном военном совете в Петербурге нашлись люди, понимавшие лучше царя, что Кутузов не бездействует.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вӑл тепӗр ҫирӗм минутран уҫланкӑна ҫитрӗ те партизансем нихӑшӗ те яланхи пек кӑвайтсем умӗнче ларманнине, пурте ура ҫинче винтовкӑсемпе автоматсем тытса тӑнине курчӗ.

Минут через двадцать подошел он к полянке и с тревогой заметил, что партизаны не сидели, как обычно, вокруг костров, а стояли с оружием — с винтовками и автоматами.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑл хӑйӗн пуртти пӗрене ҫинче ҫирӗп ларманнине, халь-халь вӗҫерӗнсе кайма пултарасса сисрӗ.

Он чувствовал, что топор вогнан слабо и… вот-вот вырвется.

IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Ҫак тусем пурте пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ; вӗсем пире ҫирӗп чул тусем ӗмӗр-ӗмӗр ларманнине, вӗсем те улшӑнса пынине тата вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫухалнине кӑтартса параҫҫӗ.

Все эти горы мало похожи друг на друга; они наглядно показывают нам, что твёрдые, каменные горы совсем не вечны, что они также меняются и со временем исчезают.

4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Эпӗ унран пурте пӑрӑннине, унпа юнашар никам та ларманнине куртӑм, унӑн кровачӗ те спальнӑра ыттисенчен аякра тӑратчӗ.

Я видел, что его сторонятся, не садятся рядом, даже кровать его в спальне стояла на отшибе.

20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ҫак вӗҫев йывӑр пулнӑ пулин те, эпӗ кӑмӑллӑ пултӑм: ҫӗрлехи вӑхӑтра вӗҫнӗ чухне хамӑн самолёт пӑрланса ларнипе ларманнине пӗр йӑнӑшсӑрах пӗлмелли меслете шыраса тупрӑм.

Полёт был трудный, но я остался доволен: я нашёл способ, которым во время ночных полётов можно безошибочно определить, не обмерзает ли твой самолёт.

Пӑрланнӑ шлем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

— Татьяна алла усса кӗтсе ларманнине, вӑл мӗнпур вӑйран ҫыхӑну тытнине эпӗ ӗненсех тӑратӑп.

— Я уверен, Татьяна не сидит и не выжидает, а изо всех сил держит связь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Оккупациленӗ территоринче пурӑннӑ чух эпир ахаль ларманнине Хӗрлӗ Ҫара кӑтартас пулать.

— Нам нужно чем-то оправдать перед Красной Армией свое пребывание на оккупированной территории.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Кайри тӑххӑрмӗш вагонӑн проводници унӑн вакунне никам та ларманнине кура питех те тӗлӗнсе ӳкнӗ, пуйӑс бригадирӗ патне кайнӑ та: «Манӑн вакун пуш-пушах», — тесе пӗлтернӗ.

Очень удивленная проводница второго девятого вагона, в который не сел ни один человек, когда поезд тронулся, пошла к бригадиру поезда и сказала: «Мой вагон пустой».

Тӑххӑрмӗш вакун // Аҫтахар Плотников. Михаил Задорновӑн «Девятый вагон» калав куҫарӑвӗ

— Аплах ан васка ӗнтӗ, — Селиме ларманнине пула, Тухтар та ура ҫине тӑчӗ.

— Не спеши, Селиме, — остановил ее Тухтар.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Аллӑрсене усса ларманнине пӗлетпӗр-ха, анчах, Катерина Ивановна, халӑха манма юрамасть, килӗшмест ун пек.

 — Знаем, не сложа руки сидите, а только, Катерина Ивановна, и народ в забытии оставлять не гоже, не соответствует.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫав самантра ӑна кун каҫа элеватора миҫе тонна тырӑ турттарса кайнине, йӗтем ҫинче мӗн чухлӗ юлнине, ӗҫре ҫынсем ҫитнипе ҫитменнине, сортировкӑсемпе веялкӑсем ахаль ларнипе ларманнине, машинӑсемпе лавсене епле хӑвӑрт тиенине пӗлсе тӑрас шухӑшсем ҫавӑрса илнӗ; кунта ӗҫе япӑх мар йӗркеленине хӑй курса ӗненмесӗр, вӑл станран кайма шутламан.

А о том, сколько за день вывезено зерна на элеватор и сколько его еще осталось на току, хватит ли людей, не простаивают ли сортировки и веялки, быстро ли нагружают машины и подводы, — не уезжал со стана до тех пор, пока сам не убеждался, что дело тут налажено неплохо.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Светлана хӑйӗн тӑрӑшма юратман подшефникӗ юлашки вӑхӑтра ӗҫсӗр ларманнине ӑҫтан пӗлме пултартӑр-ха!

И где же было Светлане догадаться, что ее нерадивый подшефник все это время не сидел без дела!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Половцев ӗҫсӗр ларманнине, ахальтен мар тем кӗтнине Яков Лукич питӗ аван пӗлнӗ.

От отлично знал, что Половцев вовсе не прохлаждается и чего-то выжидает отнюдь не зря.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Обломов хӑй ӑҫта ларнине те, ларнипе ларманнине те чухлаймарӗ: ним тӗлли-паллисӗр пӑхкаласа ларса, тул ҫутӑлса кайнине те асӑрхаймарӗ; кил хуҫисен пӳлӗмӗнче карчӑк ӳсӗрнине, тулта дворник вут ҫурнине, ҫуртра тем шакканине, кӗмсӗртеттернине — вӑл йӑлтах илтрӗ те, илтмерӗ те; кил хуҫи арӑмӗпе Акулина пасара кайнине, пакет йӑтнӑ ҫын мӗлки карта ҫумӗпе иртсе кайнине — курчӗ те, курмарӗ те.

Обломов не помнил, где он сидит, даже сидел ли он: машинально смотрел и не замечал, как забрезжилось утро; слышал и не слыхал, как раздался сухой кашель старухи, как стал дворник колоть дрова на дворе, как застучали и загремели в доме, видел и не видал, как хозяйка и Акулина пошли на рынок, как мелькнул пакет мимо забора.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех