Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лараҫҫӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтах рабочисем тата чухӑн хресченсем выҫӑ лараҫҫӗ, пасар хакӗпе апат-ҫимӗҫ туянаймаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сылтӑм енче, сӗтел хушшинче, миравай судья тата икӗ халӑх заседателӗ лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсир хӑвӑр куратӑр: хулари рабочисем ҫӑкӑрсӑр лараҫҫӗ, заводсем хупӑнса ларнӑ, нефть-краҫҫын тавраш тӑшман аллинче, пӑрахутсем сайра кӑна ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сенкер шпалер ҫыпӑҫтарса капӑрлатнӑ пысӑках мар залра виҫӗ ҫын кӑна профессор йышӑнасса кӗтсе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мускавра, Питӗрте, Хусанта рабочисем выҫӑ лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пысӑк хуласенчи рабочисем выҫӑ лараҫҫӗ, тет, заводсем васкавлӑ пулӑшу кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа кӑмака патӗнче пулнисем хыҫаларах куҫса ларма тӑрӑшаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑтӑрах ҫыпҫӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вакунсем пушӑ ҫӳремеҫҫӗ: такамсем анса юлаҫҫӗ, такамсем хӑпарса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вырӑн ҫук пирки ҫӗтӗк шинеллӗ икӗ салтак, те тин кӑна вӑрҫӑран таврӑннӑскерсем, те ӑшӑнмалла кӗрсе ларнӑскерсем, кафедра картлашки ҫинче котелокран ясмӑк пӑтти ҫисе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пур ҫӗрте те большевниксем лараҫҫӗ, пӗтӗм тӗнчипе революци пуласси ҫинчен кӑна ӑс параҫҫӗ, тесе пакӑлтатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чашламапа Пӑрмас юнашарах лараҫҫӗ, пӗр ял пекех темелле, хушши те ҫур ҫухрӑм кӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрача хурлӑхне туйса, пӗчӗкҫеҫ чӗкеҫсем те турат ҫинче чӗвӗлтӗтмесӗр лараҫҫӗ, хӑмӑшсемпе хӑяхсем те вырӑнтан хускалмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Йӑли ҫавнашкал: вӑрӑм ҫула тухас умӗн кӑшт лараҫҫӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чухӑн халӑх ывӑлӗсем ӗлӗк выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ пулсан, халӗ пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн пата килнӗ Федоров юлташ хулари рабочисем те выҫӑ лараҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Купӑста пуҫӗсем пӗчӗк ҫӑмха пек ҫеҫ лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Нумайӑшӗ, трахомӑпа чирлесе, суккӑрланса юлаҫҫӗ, хӗвел ҫутисӗр хура пуртсенче пӑчӑхса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Уйӑпсем те пур, пилеш йывӑҫҫи ҫине пыра-пыра лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Графиньӑн пӳлӗмӗ пысӑках мар, ытлашши пукан та ҫук, анчах пурте хӑй вырӑнӗнче — чуна савӑнтарать: тӗкӗр, ун умӗнче лутра ҫемҫе пукан, кравать пуҫӗнче пӗчӗк хитре сӗтел, ун ҫинче тап-таса хрусталь ваза ларать, паян ҫеҫ татса кӗнӗ хризантема чечекӗсем тӑп-тӑрӑ шывра лараҫҫӗ, шанмаҫҫӗ, чуна килентереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куратӑр, тӑвансем, епле хисеплӗ, ятлӑ ҫынсем лараҫҫӗ пирӗн умра: Гаврил Федорович Алюнов — эсерсен пуҫлӑхӗ, вӑл пире пурне те туслӑ пурӑнма чӗнет, пуянни-чухӑннине пӗр-пӗринчен уйӑрасшӑн мар — пӗрлештересшӗн, чӑвашсем валли уйрӑм тӳре-шара туса парасшӑн пикенет, тӗрмере те патша вӑхӑтӗнче пирӗн ирӗкӗмӗршӗн ларса курнӑ, тем те тӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех