Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларатӑр (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫур сехет ытла ларатӑр вӗт, — терӗ председатель, аллинчи сехечӗ ҫине пӑхса илсе.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ҫакӑн пек хӗрӳллӗ вутӑ пур ҫинче сивӗ пӳртре ларатӑр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ку упа ҫырминче эсир, шӑтӑкри каюра пек, хӑвра килсе тытасса кӗтсе ларатӑр, лере эпир вырӑссене хамӑр хӑратса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир мӗн туса ларатӑр унта?

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсир ӗнтӗ Сильвестрпа иксӗр хӑлхасене тӑратса итлесе кӑна ларатӑр пулать.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн шӑл йӗрсе ларатӑр? — терӗ вырӑс ҫывӑхри ушкӑнти юлташӗсене.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир ним ҫукран нимӗр юрса ларатӑр, — терӗ хуҫа кулас килмен ҫӗртен кулкаласа, ҫӗлен сӑхнӑ пек, хӗсӗк куҫӗпе пӗрре пӗрин ҫине, тепре теприн ҫине сиввӗн пӑхса.

— Вы ведь переливаете из пустого в порожнее, — продолжал кабатчик, натужно посмеиваясь, а его узенькие глазки так и жалили то одного, то другого.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗншӗн шӑппӑн ларатӑр?

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Мӗншӗн шӑппӑн ларатӑр?

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Мӗн туса ларатӑр кунта?

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир ҫулталӑкӗпех ҫутӑпа ларатӑр, — ӑнлантарчӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ларатӑр эсир кунта, кӑсӑясем пек, кантӑр вӑрри шӗкӗлчесе, ӑна-кӑна нимӗн те пӗлместӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак тепре тӗл пулсан Карамышпа каллех пӗр сӗтел хушшине кӗрсе ларатӑр та ыталанса ӗҫетӗр!

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫчен ҫынсене нимшӗнех «эсир иртӗхсе ларатӑр» тени — ӗҫхалӑхӗнчен кулни пулать, ырӑ ҫыннӑм.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах мӗн пирки ӗҫкӗпе иртӗхсе ларатӑр эсир ҫак хӑрушӑ вӑхӑтра?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Астӑвӑр: чылайччен ним чӗнмесӗр ларатӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Турӑ законне вӗрентмелли сехетре Сармантей чӑххи ҫинчен пакӑлтатса ларатӑр

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сунарта пӗччен, эсир палаткӑра та пӗччен ларатӑр.

Охотитесь вы один, сидите в палатке вы один.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Давенант, эсир мӗскер ҫапла сумлӑ ларатӑр? — ыйтрӗ Рой.

— Давенант, отчего вы сидите так чинно? — сказала Рой.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Физиологи-арлӑх пуҫламӑшӗпе тулса ларатӑр та эсир — вӑл пире хӑйӗн тӗпсӗрлӗхне илӗртсе кӗртет.

Физиологическое половое начало переполняет вас и увлекает нас в свою пропасть.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех