Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларатӑп (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
А эпӗ кунта, сулхӑнра, хаҫат вуласа, чие ҫисе ларатӑп!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Кӗҫӗр курса пӗтеретӗп те ыран юлашкине каласа ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Кунӗ-кунӗпе шурӑ хут умӗнче ларатӑп, каҫхине Оксанӑпа тӗл пулма васкатӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Айван мулкач ҫури сиксе тухать — эп ун ҫине сывламасӑр пӑхса ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Мавра аппа хупса хӑварчӗ те, ҫак ҫимӗҫсене сыхласа ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑт, эпӗ халь шӑпах ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Курман-илтмен, пӗлместӗп тесе ҫеҫ ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт уҫӑ хӑварса ҫумӑр мӗнле ҫунине пӑхса ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Шӗшкӗ тӗми патӗнче, Геша таврӑнасса кӗтсе, шӑп пулса, йӗри-тавра пӑхса сӑнаса ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Эпӗ ӑшӑ пӳртре канлӗн кӑна тутлӑ пулӑ шӳрпи ҫисе ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Чылайччен сӑнаса ларатӑп эпӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Каҫхине, мастерскойран таврӑнсан, кӗнеке тытса ларатӑп та тем ҫыракан Ганнӑна сӑнатӑп куҫ хурипе.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Кунта ҫӑмӑл марччӗ: ыттисем двигатель ҫинчен те часах ӑнланатчӗҫ, эп пур, пӑрӑва кӗнеке вулама хушнӑ пек, тӗмсӗлсе ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Тӑтӑшах ҫумӑр ҫунӑ чух, ниҫта та ӗҫе каймасан, тухса ларатӑп та ҫенӗк картлашки ҫине, шухӑша каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Аптӑранӑ енне эпӗ каллех ӗнтӗ трактор ҫине хӑпарса ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Шухӑша кайса ларатӑп Эп поэт тӑпри ҫинче, Ун кунҫулӗпе утатӑп, Мӗн пӗлеп-ха ун ҫинчен?

Куҫарса пулӑш

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Пӗр ирхине эпӗ урамри чӳрече умӗнче кӗнеке вулакаласа ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ун ӗҫӗ ҫине пӑхса ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ часрах, ыраш ӑшне чӑмса, лӑпчӑнтӑм, хытӑ хӑранипе сывламасӑр пӑшкаса ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗррехинче, ҫумӑр ҫунӑ кун, эпӗ урам енчи чӳрече патӗнче тухтӑр парса янӑ кӗнекене пӑхса ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех