Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларатӑн (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн туса ларатӑн кунта, Илья Ефимыч?

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Кил-ҫурта ҫирӗп тытас хуҫа пулас ҫук санран, пӗрмай картинкӑсем ӳкерсе ларатӑн. Картинкӑсем ӳкернипех пурнӑҫ тӑваймӑн, ачам, тутӑ пулаймӑн. Каларӗ тейӗн. Уру ҫине ӗне пусман-ха санне», — тетчӗ ӑна ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӑрланса ларатӑн вӗт, вара ыталаса ӑшӑтакан та пулмӗ, — ытарлӑ кулса каларӗ Рита.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӑшт ывӑнсан, пысӑк уҫланкӑри купасем ҫумне канма ларатӑн та, мӗн тери ырӑ шӑршӑ чуна ҫӗклентерет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Канма ларатӑн — Тимофей Иванович мӗн те пулин ӑсталама тытӑнать е алюмини татӑкӗ ҫине тӗрӗ ӳкерсе портсигар тӑвать, е тӗслӗ кантӑкран муштук майлаштарать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

— Апла пӗчченех кил хуҫи вырӑнче ларатӑн курӑнать?

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Чӗнмесӗрех килнӗ те ашкӑнса ларатӑн!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Маюк, мӗн ҫавӑн пыйтлӑ пуҫне тытса ларатӑн?

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗттӗмре те еплерех ҫуталса ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ларатӑн, каччӑ? — терӗ вӑл Иливана асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан Кӑрмӑшри приказра темиҫе уйӑх ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лупас хыҫне кайсан та ним тӑваймасӑр ҫур талӑк шухӑшласа ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ну, мӗнле пурӑнатӑр-ха, йӗкӗтсем?» — тесе вӗсен ҫумне пырса кӑна ларатӑн, алӑкран Аттеней кӗрсе те тӑрать.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӗкӗр турра, виҫҫӗмӗш хут патшана ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн ҫывӑрса ларатӑн эсӗ унта?

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗррелӗхе эпир мӗнле авӑн ҫапнине пӑхса ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Магмет, мӗн хӗрелсе ларатӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн эс аннӳ вилнӗ пек ларатӑн? — чӑтаймасть Ультюк.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Анчах ҫуркунне каллех трактор ҫине ларатӑн та колхоза тухса каятӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Мӗнле пур эс, ҫавӑн пек ларатӑн, выртатӑн, ҫӳретӗн: хӑвӑн ирӗк.

Как есть ты, так сидишь, лежишь, ходишь: воля твоя.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех