Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларатӑн (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ма эсӗ ку таранчченех ҫакӑнта ларатӑн?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Мӗн, ара, эсӗ, Анфиса, — терӗ Маюк, — канмалли кун ҫакӑнта тӗнче кӗрлесе тӑнӑ ҫӗре килсе ларатӑн?

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Шупашкартан, ав, ҫавӑн чухлӗ тӳлесе, кӑнтӑрла ларатӑн та тепӗр кун ирхине тин Мускава пырса ҫитетӗн…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Мӗн шӑпах ларатӑн, Думитру Георгиевич?

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пур пусри йывӑҫсен патши юман пек ларатӑн аҫу килне илем кӳрсе.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ ресторанта чипер ҫамрӑк инкепе эрех ӗҫсе ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эсӗ, акӑ, вӑрманта аташса кайнӑ та пӗчченех ним тума пӗлмесӗр йӗрсе ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Эсӗ унта чуна пӑрса, пӑхса ларатӑн, хӑв та артистсемпе пӗрле вылянӑ пекех туйса ларатӑн спектакльсенче».

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

— Севет, эс мӗн ҫухалса ларатӑн? — арӑмне вӑрҫрӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Наҫтаҫ, мӗншӗн чӗнмесӗр ларатӑн? — ҫап-ҫамрӑк хӗрарӑма хускатасшӑн пулчӗ Ажайкин.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑмакана хаҫат хурса ҫеҫ ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

— Эпӗ тахҫанах куратӑп, эс ҫеҫ хапханалла пӑхса ларатӑн, — терӗ Ҫатюк.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Э-эй, мӗн пуплесе ларатӑн, Павӑл!

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Пӗтрӗмӗр, — пӗҫҫисене шарт ҫапрӗ юлашкинчен, — кунта мӗн туса ларатӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Мӗн пулчӗ вара сана, Лида, чӗнсен те чӗнместӗн, калаҫнине те илтместӗн, ӑнран кайнӑ ҫын пек пӗр ҫӗре пӑхса ларатӑн, — юлташне хулпуҫҫийӗнчен пырса ҫупӑрларӗ Люба.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эсӗ мӗн пӗчченех сӗтел хушшинче тӗлӗрсе ларатӑн, хӗрӗм?

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Мӗн шухӑша кайса ларатӑн, тӑванӑм»? — ыйтатӑп ҫакӑнтан.

«О чем ты думаешь, годок?» — спрашиваю.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Апла эсӗ мӗн-ха аллуна тытса ларатӑн ҫак?

Что ж ты сидишь, в таком случае, сложа руки?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Мӗн эсӗ, тӑмана пек, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе чӑл-чӑл пӑхса ларатӑн

«Что ты, словно совёнок, всю ночь глаза таращишь!»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Мӗн, эсӗ, шӑллӑм, кунта пӗчченех ларатӑн?

— Ты что сидишь здесь, братишка, один-одинешенек?

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех