Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларатчӗҫ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атӑлӑн икӗ айккинчи ҫыран хӗррипе сӗм вӑрмансем, сип-симӗс улӑхсем, хуласемпе ялсем куҫа илӗртсе ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳртри ӗҫкӗ хӑҫан пӗтет-ши тесе вӗсем Сӗве хулинче мӗн курни-илтни ҫинчен калаҫкаласа ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтанхи кунсемех вӗсем шӑши хӑйсем тытса ҫиме пултараймарӗҫ-ха, Твиккапа Квикка тытса пырса ҫитерессе кӗтсе кӗрепле шӑчӑсем ҫинче ларатчӗҫ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ытти кунсем апат тухса парасса кӗтсе Твиккапа Квикка ялан ҫенӗк карлӑкӗ ҫинче ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Твиккапа Квикка малтанхи кунсенче Палюк мучи пынӑ чух, хӑраса, юпасем ҫинчен йывӑҫсем ҫине улӑхса ларатчӗҫ, ашне кайран, Палюк мучи кайсан, анса ҫиетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Таҫтан инҫетренех курӑнса ларатчӗҫ ҫак йӑмрасем.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Колхоза делянка уйӑрса панӑ вырӑнта икӗ эрне каялла ҫурта пек тӳп-тӳрӗ ӳссе кайнӑ хырсемпе чӑрӑшсем ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эпӗ ӑсталанӑ ӗҫсем ректор пӳлӗмӗнче те ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Унта ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗҫ умӗн ҫава туптама е ҫурла шӑллаттарма Гаврила патне куллен ҫынсем пухӑнатчӗҫ, черет кӗтсе лаҫ патӗнчи ҫерем ҫинче уни-куни калаҫса ларатчӗҫ, халӗ унта никам та пымасть.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫсерен, Энӗш ҫинчен килсен, вӗсем хамӑр тӗлти ҫерем ҫине ларатчӗҫ те унтах ҫӗр каҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Таса мар, тӗтӗм-сӗрӗм тулличчӗ, тет, трахтирӗнче, вӗсем ҫаплах ларатчӗҫ, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чылай вӑхӑтран лаҫа, картишне, урама сипетлӗ ҫӑкӑр шӑрши тухса тулатчӗ те, вара лаҫ тӑррине хамӑр лупас айӗнче пурӑнакан кӑвакарчӑнсем вӗҫсе пырса ларатчӗҫ, улайкка йытӑ килсе выртатчӗ.

И вот по кухне, по двору, по улице уже разносится вкуснейший запах испеченного хлеба, на который тут же слетаются живущие под нашим сараем голуби, а пестрая собака укладывается у самого порога и ждет вкусной корочки…

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пысӑк пӳлӗмӗн тӗттӗм кӗтессинче ҫех пӗр-ик мӗлке тӗлӗрсе ларатчӗҫ.

В дальнем темном углу трактира сидели всего два-три человека.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем пынӑ чухне правленире Левентейпе Кӑтра Михала ҫеҫ ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян правленире Кабирпе калаҫса ларатчӗҫ те, кӑшт итлесе юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ хутлӑ кӗлетсем пурлӑхпа йӑтӑнса ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл вӗҫтерсе ҫитнӗ ҫӗре «урса кайнисен» туменӗ лашисем ҫинче ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ку таранччен вӗсем кӗрекере виҫҫӗн ҫеҫ ларатчӗҫ, акӑ, тӗпелти алӑк уҫӑлчӗ те, хӗрарӑмсем унтан хӗп-хӗрлӗ пусма кӗпе тӑхӑннӑ Патиреке ҫавӑтса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чие ҫырлисем хӗп-хӗрлӗ курӑнса ларатчӗҫ решетке хӗррипе, халӗ тӑрринче те курӑнмаҫҫӗ, — юптарса каланӑ Сарт Ҫеменӗ Марине кинемее.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех