Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лараттӑм (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав пӳрт умӗнче хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ сак пурччӗ, эпӗ унта Шура госпитальрен тухасса кӗтсе лараттӑм

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Уявсенче, институтри вечерсенче ҫамрӑк студентсем ташлатчӗҫ, эпӗ вара вӗсене курса лараттӑм, — хӑрах урапа ташлама вӗренеймерӗм ҫав, хам та питех тӑрӑшмарӑм пулас.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ сӗтел хӗрринче командира хирӗҫ лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

— Эп сӗтел хушшинче арми политотделне донесени ҫырса лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Поэт кабинетӗнче ҫапла шухӑшласа лараттӑм, хуҫи кӗчӗ те: — Атя, аннепе паллаштарам сана.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пӗррехинче Дуська карточкине пӑхса лараттӑм та ҫапла шухӑшларӑм:

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Эпӗ ним тума пӗлмесӗр лараттӑм, хама хам курайми пуласси патнех ҫитеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Каҫхине эпӗ пӗчченех пӗрене ҫине тухса лараттӑм, анчах хамӑр, тепле майпа, яланах виҫҫӗн пулаттӑмӑр: эпӗ, Лида тата Лидӑн шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ ҫынсем ташланӑ вӑхӑтра кӗтесри диван ҫинче лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ малти ретре лараттӑм та, санӑн илемне йӑлтах куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ кашни кун, кашни каҫ кӗнекепе лараттӑм, вулаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ папкӑсемпе пӳрт туса лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Саншӑн тӗмсӗлсех ҫитсен, вӑл ӳкерчӗке эпӗ каҫса кайсах чуптӑваттӑм (хӑвна шкулта кашни курмассерен вара пуҫ ҫаврӑнса каятчӗ, чӗлхесӗрленсе те лараттӑм).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ велосипед ҫине лараттӑм та руль тытмасӑрах алла сарса, чӗкеҫ пек «вӗҫеттӗм».

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Каҫпа, ӗҫ пӗтерсе килсен, ҫӗрӗпех пӑчкӑсем хӑйраса, савӑлсем туса лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каллех эпӗ, темӗн ҫухатнӑ ҫын пек, хамӑрӑн лаҫ умӗнчи пахчана тухса лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Ара, Михаил Степанчӑ, килте ҫӑпата хуҫса лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алттыш пулман пулсан халь ут ҫинчен анаттӑм та унпа юнашар кӗрсе лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Киленсе лараттӑм паян хӗвеллӗ паркра, савӑнаттӑм ҫывхарса килекен ҫур тивлечӗпе.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Ҫынсем доминолла, шашкӑлла выляҫҫӗ, эпӗ кӗнеке умӗнче, гипс статуйӑ пек, ним тапранмасӑр лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех