Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларасси (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тырри ӑнса пулсан армана кайса авӑртасси ӗҫ мар, кӳрше халлап яма каҫса ларасси пек кӑна.

А коль урожай удался, свезти зерно на мельницу и смолоть — все равно что посидеть с соседом да байки рассказать-послушать.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вут уҫҫинче кам патне кайса ларасси пирки шухӑшлакаласа тӑнӑ хушӑра уй хапхинчен пӗр старик кӗни курӑнчӗ.

Раздумывая, к кому бы пойти посидеть, пока протопится печь, он остановился посреди улицы и вдруг увидел, как в ворота околицы вошел какой-то старик.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тип-тикӗнтен никамӑн та таса мар ӗҫе хутшӑнса шар курса ларасси килмен.

Никому не хотелось впутываться в это темное, жестокое дело.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Галимджан ҫара кайиччен ӑна тантӑшӗсем ӗнер сан каччу Зейнабпа ларатчӗ тесе пӗлтеркелетчӗҫ, пӗр вӑхӑтра чӗрере темле кӗвӗҫӳ евӗр туйӑм та пурччӗ, ҫапах та ӑна нихҫан та палӑртман: ялти каччӑн вӑйӑ вӑхӑтӗнче такампа ларасси те пулӗ!

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн пӗр вырӑнта ларасси те килмерӗ, яла ҫитсенех вӑл, кунта темиҫе эрне пулман пек, кашни кӗтессе пыра-пыра тӗкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, тек патшана ларасси пулмасть унран…

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑнуксемпе килте йӑпанса ларасси ҫинчен мар, ҫӗнӗ вӑрҫӑ ҫинчен шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗре патне пыракан ӗҫ мар вӑл иртен пуҫласа каҫчен крепость тавра ҫаврӑнасси, хуралҫӑсене тӗрӗслесси тата Сӑр шывӗ енчен вырӑссем килессине кӗтсе ларасси.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах прессовкӑра ӗҫлекенсем — йӑлт яш каччӑсем кӑна: хӗрсемпе вӑййа тухса ларасси ҫапах пуҫа кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Дэзи — шалти тӗнчипе яланах тулли пуянскер тата пӑхсан хӑюллӑ курӑнсан та ҫав тери именекенскер; ҫынсен хушшинче сехечӗ-сехечӗпе пусӑрӑнса ларасси, ҫынсене йышӑнасси уншӑн — чӗр нуша, ҫавӑнпа та вӑл вӗресе тӑракан обществӑллӑ центрсенчен — Парижран, Лондонран, Миланран, Римран — питӗ хӑвӑрт ывӑнчӗ, хӑй каланӑ тӑрӑх — вӑхӑта ахалех ҫухатать-мӗн.

Для Дэзи, всегда полной своим внутренним миром и очень застенчивой, несмотря на ее внешнюю смелость, было мучением высиживать в обществе целые часы или принимать, поэтому она скоро устала от таких центров кипучей общественности, как Париж, Лондон, Милан, Рим, и часто жаловалась на потерянное, по ее выражению, время.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унӑн чи ҫывӑх тӗллевӗ — Ваниамхев облаҫӗн султанне Мказавӑна ҫапса антарасси тата унӑн престолӗ ҫине ларасси.

Его ближайшая цель — свергнуть старика Мказаву, султана области Ваниамвеха, и сесть на его престол.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӳре чиккисем пирки ларасси чӗр мӑшкӑлах вара!

А от прихвостней обидно!

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Триклинумпа, фракпа пачах та култармасӑр ларасси, — Хоггей ҫеҫ ҫапла хӑтланаять.

Сесть в триклиниуме во фраке, не делаясь нимало комичным, — так поступить мог только Хоггей.

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

Кӗтсе ларасси ӑна пусӑрӑнтарать, вӑл сисӗни-сисӗнми чӗтревпе сикет; пӗлес килни, уҫӑмсӑр сехӗрленӳ, вӑрттӑн, тилӗрчӗк намӑс, сапаланчӑк, ҫивӗч тимлӗх — ҫаксем унӑн пуҫӗнче иҫӗм ҫырлинчен кая мар йӳҫеҫҫӗ.

Ожидание подавляло его, он трепетал глухой дрожью; любопытство, неясные опасения, тайный, сердитый стыд, рассеянное, острое напряжение бродили в его голове не хуже виноградного сока.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пулли кирлех те мар-ха Крапивина, пур-и, ҫук-и вӑл сӗтел ҫинче — аса та килмест, теплерен пӗрре май килнӗ чухне анлӑ Атӑл варринче кимӗре вӑлта тытса ларасси мӗне тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ашшӗн чӗр куҫҫи ҫине улӑхса ларасси, унӑн аллисен шанчӑклӑ кӑшӑлӗнче ҫаврӑнкаланӑ май теттесен тӗрлӗ пайне тыткаласа пӑхасси, вӗсем мӗн тума кирлине ыйта-ыйта тӗпчесси Ассольшӗн — чун йӑпанмӑшӗ.

 Любимым развлечением Ассоль было забраться к отцу на колени и, вертясь в бережном кольце отцовской руки, трогать различные части игрушек, расспрашивая об их назначении.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах унӑн пушанса юлнӑ картишӗнчи пусӑ патӗнче хӑйӗн те татах кӑшт тӑрас кӑмӑл пур, — Агриппина нӳрӗ йӗме аллине тытса — хыпашласа, силлесе пӑхнине, вара пуҫне сулса, ӑна хулпуҫҫийӗ ҫине уртса янине пӑхса ларасси килчӗ.

Но и самому хотелось еще минутку протянуть у колодца на опустевшем дворе — глядеть, как. Агриппина взяла штаны, встряхнула их, пощупала и, качнув головой, перекинула через плечо.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӗрмаях ҫапла шӑп ларасси уншӑн вилесле кичем ӗнтӗ, шухӑшласа илчӗ Эмиль, ҫавӑнпа ӑна ҫенӗке ертсе тухрӗ.

Ей очень скучно так долго сидеть тихо, подумал Эмиль, а потому он повёл её в прихожую.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Енчен те эсӗ август уйӑхӗн шӑрӑх кунӗнче уйра ӗҫлесе курнӑ пулсан хӑв та пӗлетӗн, ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн шӑрӑхра пӗр сехет те пулин канса ларасси, уни-куни ҫинчен калаҫасси, ҫавна май ҫу сӗрнӗ ҫӑкӑрпа вӗри кофе ӗҫесси — чӑн-чӑн ырлӑх.

И в самом деле, если тебе довелось побывать в тёплый августовский день на полевых работах, ты можешь себе представить, как приятно отдохнуть часок посреди дня, посидеть всем вместе на пригорке, поболтать о том о сём, да ещё при этом пить кофе и есть хлеб с маслом.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Эпӗ ҫакӑн пек вывод патне пырса тухрӑм: Гитлер Германие пӗтсе ларасси патне илсе пырать, ҫак вӑрҫӑра вӑл пурпӗрех ҫӗнтерес ҫук, ҫавӑнпа та хам ирӗкпе вырӑссен енне каҫрӑм.

— Я пришел к выводу, что Гитлер ведет Германию к гибели и все равно войну проиграет, и добровольно перешел к русским.

«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех