Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларакан (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таврара малтанхиллех ӗҫ вӗрет, аялта автомашинӑсем кӑшкӑртаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен иртсе таҫта васкаҫҫӗ, сывлӑш вӑйӗпе ӗҫлекен мӑлатук бетон юпана тӳнклеттерет-кӗрлет, Иринӑран вунӑ-вун икӗ метрта ларакан ҫӗклекен кранӑн кантӑк кабининче шурӑ катанпир ҫинче кӑвак чечеклӗ блузкӑллӑ хӗр рычаксене куҫаркалать, кран стрелин мӗлки таҫта васканӑн колонна ҫинчен колонна ҫине кусать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шӑхӑрнӑ евӗр сасӑ илтӗнсе кайрӗ те аякра мар ларакан йывӑҫ ещӗк хуппине темӗскер вирлӗн пырса ҫапӑнчӗ, шӑтарса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сицили Диодорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑчавӑрсем Мероэре патшара ларакан Эргамен ятлӑ пуҫлӑха хӑй ҫине алӑ хума хушнӑ, анчах вӑл йӑла-йӗркене пӑхӑнман, ун вырӑнне мӑчавӑрсене вӗлернӗ.

По сообщению Диодора Сицилийского, жрецы приказали мероитскому правителю по имени Эргамен совершить самоубийство, однако, он пренебрег традицией и, вместо этого, казнил жрецов.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Египет тапӑнса кӗнине пула регион каллех патшара I Тутмос ларакан Египета пӑхӑнма пуҫланӑ, влаҫа вӗсем крепоҫсенчи (хӑшӗ-пӗрне Вӑтам патшалӑх вӑхӑтӗнчех туса лартнӑ пулнӑ, тӗслӗхрен, Бухена) ҫар пулӑшӑвне пула тытса тӑнӑ.

В результате египетского вторжения регион вновь стал владением Египта под контролем Тутмоса I, чья армия поддерживала власть благодаря ряду крепостей, часть которых была возведена ещё при Среднем царстве (например, Бухен).

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Пӗр сӑмахпа каласан, юлашкинчен, айккинче ларакан «арбитрсен» милиципе пӗрлех васкавлӑ пулӑшӑва та шӑнкӑравлама тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Эсир нихӑҫан та укҫасӑр ларакан марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Эп — вӑрӑмтура ларакан чӑрӑш тӑрринчен…

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑш тӑрринчи вӑрӑмтунасем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37 с.

Туй кӗреки варринче мухтанса ларакан салтак ним те калаймасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Павӑл пӳртре ӗҫлесе ларакан ашшӗ патне васкавлӑн пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сан ӗҫӳ мар… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Пӑртакран ман ҫумра ларакан Иван Михайлович Ухтеринов та сӑмах калама шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Унччен те пулмарӗ, тимлесех итлесе ларакан юлташӑм мана аяк пӗрчинчен пӳрни вӗҫӗпе чак! тӑрӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Чипер калаҫса ларакан Ятманов шартах сикрӗ, пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Куяновпа Ятманов ларакан пӳлӗме сарлака хулпуҫҫиллӗ, лайӑх тумлӑ хӗрарӑм пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Ҫул хӗрринчи пуринчен те ҫӳллӗ, пуринчен те сарлака ват юман ҫурхи ҫилпе тем канашлать, унпа юнашарах, пӗр вунӑ-вуникӗ утӑмра тепӗр юманӗ ӑна пуҫ тайрӗ, вӗсен ҫывӑхӗнчех ларакан ҫамрӑк юманӗ ҫилпе ухӑна-ухӑна илчӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Тӗлӗнмелле план ку сирӗн, — пуҫне ҫӗклемесӗрех калаҫрӗ унпа хирӗҫ ларакан колхоз председателӗ.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Парторгпа директор хушшинче ларакан Раман ҫак саманта темле сиссе те юлаймарӗ, ик енчен тӗртнипе имене-именех ура ҫине тӑчӗ, малалла суккӑр ҫын пек утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йывӑҫ айӗнче ларакан шап-шурӑ чул ҫурт катаранах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӗтел хушшинче яка пуҫне шӑлкаласа ларакан Лука Павлович каччӑ ҫинелле шалт аптраса пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те чылай ҫӳлте турат вӗҫӗнче ларакан пакшана курчӗ, пӳрнипе юнарӗ:

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗҫех каялла чакса тухрӗ те тепӗр турат ҫинче ҫунат ҫапса ларакан мӑшӑрӗпе пӑрр! ҫеҫ вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех