Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларакан (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Валет, эс мӗн шутлан? — хуравлас вырӑнне ҫумра ларакан ентешӗнчен ыйтрӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидор сӗтел ҫинче сенчӗк вӗҫӗпе тем чӗркелесе ларакан Мӗтрие, пуҫне пӗксе, Сӑпани ҫине ҫамка айӗн пӑхса тӑракан Калюкова — ҫуткам ҫынни ҫавӑ пулчӗ-ха, ӗненмесӗр пустуях кӳрентеретӗр мана тенӗн, пуҫне айккинелле пӑрнӑ Телегина тепре тӗсесе тухрӗ те: — Ну, ку вӑл сӑмах май кӑна, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тӑчӗ те, пилӗкӗ таран ҫӑтӑ ларакан, аяларах вуншар пӗркеленчӗкпе шӑнкӑрав пек сарӑлса каякан хура сӑхман аркине утнӑ майӑн енчен енне силлентерсе, хапха калинкки патнелле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, кӗтӳ вӑл кашни ялтах пур ӗнтӗ чӑвашра, унсӑрӑн епле-ха, — терӗ президиум сӗтелӗ умӗнчех шкултан илсе тухнӑ сак ҫинче ларакан Кӑртти Йӑванӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ кунта лекнӗшӗн, — пӗр енче кӗнеке шкапӗ, ун ҫумӗнче речӗпех — хыҫлӑ пукан, варринче революцичченех тунӑ сӗтел ларакан, тепӗр стена ҫинче Ленинпа Сталин сӑнӗсем ҫакӑнса тӑракан пӳлӗме сулахай аллипе сӗлтсе ҫаврӑнчӗ Никифоров, — эсир, Филимон Петрович, хытӑ тӗлӗнетӗр пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗчӗк ҫӗршывсенчи Гитлер васкаса тунӑ «правительствӑсенче» ларакан сутӑнчӑк лакейсем кӑна вӑрӑ-хурахла атаман умӗнче пӗкӗрӗлеҫҫӗ.

Только предательские лакеи, спешно сделанные Гитлером из малых стран, сгибают свои спины перед грабительским атаманом.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Часах юланутҫӑсен ушкӑнӗ ӗнер килнӗ ҫулпа — пахча ҫумӗпе каялла юрттарчӗ, ҫӗрле хуп-хуран курӑнса ларакан, кӑмӑлсӑррӑн чашкӑрса кӗтсе илекен кӗрхи вӑрмана кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫумрах, урайӗнче, аслашшӗ чирлӗ пулсан та ӑсталаса пама ӗлкӗрнӗ тимӗр теттесемпе выляса ларакан Мархва та, пуҫне ҫирӗпех тытайманран ҫитӗннисем ҫине кӑн-кан пӑхаканскер, хӑйӗн халлӗхе никамах та ӑнланайми чӗлхипе пакӑлтатма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак самантчен кутник сакки ҫинче пӗр саса кӑлармасӑр ларакан Санюк чунӗ кӳтсе ҫитнипе каллех нӑшӑкласа илчӗ, ҫапах хӑйне алла илсе ӗлкӗрчӗ, йӗрсе ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӗтел хушшинче тӗлӗрсе ларакан Иванов-Валет алӑк кисренсе уҫӑлсан кӑна самантлӑха пуҫне ҫӗклерӗ, нимӗн ӑнкарса илейменскер, урмӑш куҫӗпе пӑртак пӑхкаласа ларсан, каллех сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оглоблин, ҫумрах ларакан ҫын ҫинчен каласа панине тавҫӑрсан, аванмарланчӗ, пурне те хӗсӗк куҫӗпе кӑн-кан пӑхкаларӗ, пуклак сӑмсине тачка пӳрнисемпе лутӑркарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хытӑрах хускалса илме те ӗлкӗреймӗ, пӗри-пӗри кӗсъере тытса ларакан револьверти тӑхлан татӑкӗ унӑн пуҫне е кӑкӑрне витӗр шӑтарса та тухӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин трубкӑна хучӗ те нимӗн ӑнланмасӑр ларакан административлӑ пай пуҫлӑхне хулпуҫҫинчен юлташла ҫапса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак пӗчӗкҫӗ уҫланкӑра ӗҫсе-ҫисе ларакан виҫӗ арҫын, нервӑн кашни хӗлӗхне хыттӑн карӑн тарса, пӗр-пӗрне тӗпчеҫҫӗ тесе никам та калас ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс, Мишша, пӗртте ан хӑра, ҫакӑнта ларакан виҫсӗмӗрсӗр пуҫне, пирӗн килӗшӳ ҫинчен никам та пӗлмӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пач урӑх шухӑшпа хӗмленсе ларакан Калюкова пӑрлӑ вакка чиксе кӑларчӗҫ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мина вара тӗрмесенче ларакан тусӗсенчен хыпар илсе тӑрать, кам хӑҫан ирӗке тухнине, ӑна эшкере явӑҫтарма май пурри-ҫуккине шута илет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӗтел хушшинче хут тишкерсе ларакан Крапивин арман хуҫи ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арҫынсен калаҫӑвне тимлесе ларакан Улька сасси вӗсен ахӑлтатӑвӗ хушшинче тинкӗл шӑнкӑрав пек илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Телегин хӑйне мӗнле тыткалать? — ыйтрӗ вӑл аслӑ надзирательрен, Ванькка ларакан камера патне ҫывхарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех