Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳчӗҫ (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михаил Краснов пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке выставки тата ҫемье альбомӗнчи сӑн ӳкерчӗксем пултарулӑх каҫне илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... arul-h-ka/

Артистсем Малов хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ, ӗҫлеме хавхалану кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫченӗсене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d1%83%d0% ... 80%d0%bda/

Строитель кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ пухӑва сцена ӑстисем хӑйсен юрри-ташшипе илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Культура ӗҫченӗсем халӑха савӑк юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, уява илем кӳчӗҫ, пуянлатрӗҫ, пуҫтарӑннисен кӑмӑл-туйӑма ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Наци проекчӗсене, Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине, Чӑваш Республикин Экономика тата социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн комплекслӑ программине пурнӑҫлани сывлӑх сыхлавӗн отрасльне малалла аталантарасси ҫине пысӑк витӗм кӳчӗҫ.

Благодаря реализации национальных проектов, Стратегии социально-экономического развития Чувашской Республики, Комплексной программы развития социально-экономического развития Чувашской Республики отрасль здравоохранения получила огромный импульс для развития.

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/18/gla ... aet-s-dnem

Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи «Гармония» ансамбль, Валентина Михайлова, Валентина Двойнова, Роза Степанова, Елена Енжей шӑрантарнӑ юрӑсем уява илем кӳчӗҫ, хӑнасене хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/

Денис Гордеев пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке выставки тата ҫемье альбомӗнчи сӑн ӳкерчӗксем литература тӗпелне илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Шӑхасанти «Хӗлхем» ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем те сӑвӑпа тата ташӑпа уява илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи ячӗпе – пӗр пулар! // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://kanashen.ru/2023/04/28/%d1%87a%d0 ... %b0%d1%80/

— Пуҫа ҫеҫ мар, хул-ҫурӑма тем тӗрлӗ суран кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халиччен пупран, ял куштанӗсемпе пуянӗсенчен хӑраса пурӑннӑскерсем вӗсем хӑйсене ирӗклӗрех туйрӗҫ, хӑйсен туррисене вӗҫӗмсӗр пуҫ ҫапрӗҫ, Киремет картине кайса аслӑ Туррӑн аслӑ ывӑлне парне хыҫҫӑн парне кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улӑх чечекӗсем те, хӗрлисем, саррисем, кӗреннисем, кӑваккисем, пур ҫӗрте те ҫурӑлса тавралӑха илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кусем те уяв «сӑлтавне», вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен тӑванне, пускилне, ӗҫтешне сыв пулӑр та пур пулӑр тесе, таву каласа, курка-черкке ҫӗклесе парнесем кӳчӗҫ, хӑйӗн ӗҫри тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, пысӑк хавхаланупа туса пынӑшӑн, пуринпе те ырӑ кӑмӑллӑ, тарават пулнӑшӑн лайӑх, хавха, ырлавлӑ сӑмахсем каларӗҫ, такмакласа та юрларӗҫ, сӑвӑ вулакан та тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уява Алина Савельева, Евгений Николаев, Саша Арсентьев хӑйсен ҫепӗҫ юррисемпе илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Уяв хӑнисене культура ӗҫченӗсен, «Мерчен» ансамблӗн, «Хавхалану» ташӑ ушкӑнӗн, Елчӗк тата Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗсен вӗренекенӗсен, округ центрӗнчи ача сачӗсенчи шӑпӑрлансен юрри-ташши илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Ҫамрӑксем Кӳстӳмӗрти Анна Кузьминана, Ершепуҫӗнчи Валентина Ефимована пулӑшу кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

Каҫчен ҫамрӑксем завод картишне йӑлтах йӗркене кӳчӗҫ, хӳме хыҫне ывӑтса тултарнӑ тимӗр-тӑмӑра та пӗр вырӑна пухса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ытларах шанӑҫ кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха сӑмахӗсем Ҫтаппан чӗрине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ суран кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак сӑмахсем вилмелле витӗм кӳчӗҫ.

Впечатление этих слов было убийственно.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӗсем пире самолетсем лартма юрӑхлӑ вырӑн кӑтартса парса, пирӗн отряда пысӑк усӑ кӳчӗҫ.

Они указали нам место, пригодное для посадки самолетов, и принесли нашему отряду большую пользу.

Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех