Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрет (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ешӗл вӑрманлӑ, шӑнкӑрти ҫӑлкуҫлӑ капмар сӑртсен ӑрӑмлӑ сывлӑшӗ этеме хавал та хавхалану кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кӗмӗлсем ачаш ҫемӗпе янӑрани, вӗт шӑрҫа ҫинче ҫутӑ хӗлхемлӗн ялкӑшни халӑхӑн ҫав чаплӑ капӑрӗсене ытарлӑ курӑмлӑх кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тумтире ӑстаҫӑ сӑн кӗртет те, тӑхӑнаканни хӑт кӳрет теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ку ҫеҫ-и, националистсен йӗркеленӗвӗсен вӑйӗпе, террорла меслетсемпе усӑ курса вӑл пире сахал мар чӑрмав кӳнӗ те, кӳрет те.

Мало того, руками националистических формирований всячески, используя террористические методы, пытался и попытается помешать нам.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Республикӑн инвестици илӗртӳлӗхне йышӑнакан нормативлӑ право акчӗсене йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен хаклас ӗҫ те ырӑ витӗм кӳрет.

Свой вклад в инвестиционную привлекательность республики вносит оценка регулирующего воздействия принимаемых нормативных правовых актов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Импорта улӑштарас ӗҫре те наука аталанӑвӗ пысӑк витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Ҫитӗнекен яш-кӗрӗмпе, ачасемпе хаваслӑ мероприятисем ирттерни паха, вӗсен, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Хӗллехи сивӗре кӑмакаран-мӗнрен тухакан пушар та нумай, граждансем ӳсӗрле пирус туртни те чылай инкек кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Вӑл ҫут тӗнчене тытса тӑрать, пурнӑҫа илем кӳрет, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Чӑваш Ен магистраль ҫинчи ытти хулапа ҫывӑхлатнипе пӗрлех пирӗн регион урлӑ каҫакан автотрасса ҫине лекекен пысӑк тиеве, транспорт юхӑмне чакарма витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Хусанти турамӑш иккуни телей кӳрет тенине илтнӗччӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗр ӑна вӑхӑтлӑха та пулин тутӑ пурнӑҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кукамай куҫӗ вара ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхать, пӗтӗм пӳрте хӑтлӑх кӳрет

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ҫакӑ транспорт налукӗн 1,1 миллиард тенкӗлӗх калӑпӑшӗн (ку укҫа туллин Ҫул-йӗр фондне каять) 12% танлашкан ҫухату кӳрет — бюджет 143 миллион тенкӗ илсе ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Кӑкӑрӗ мӑшӑр пӳске пек хӑпарса тӑрать, ӳт-пӗве илем кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Кунашкал ӗҫ ӑна хавхаланупа савӑнӑҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ваттисене, вӗттисене Кӳрет шар вӑрҫӑ ҫилӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Ҫынна пуш параппан ҫапма пӗлни мар, ӗҫе юратни илем кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Вӗренни ваттине те, ҫамрӑккине те пӑсмасть, усӑ ҫеҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Пӗр шӑнкӑрч ҫемйи чӗпӗ ҫитӗнтернӗ вӑхӑтра кӑна темиҫе пин хурт-кӑпшанкӑ пӗтерет Мӗн чухлӗ усӑ кӳрет!

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех