Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳресшӗн (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑ курайман икӗ тӑшман элеклесе хур кӳресшӗн.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темиҫе ҫӗр тӗслӗ шухӑш килет пуҫа: тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ пуласшӑн, ҫынсене телей кӳресшӗн, виличчен епле те пулин нумайрах пархатарлӑ ӗҫ туса хӑварасшӑн, пӗр сӑмахпа каласан, — илемлӗн пурӑнасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Майра патша патшалӑхне пӗлесшӗн Ҫта пырсан та савӑнӑҫа кӳресшӗн: Юрлаттарать, ташлаттарать умӗнче, — Урӑх уншӑн ҫук та пекех ҫут тӗнче.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнпа масара илем кӳресшӗн чунтанах тӑрӑшатчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Халех сиен кӳресшӗн урӑхла меслетпе усӑ курма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑҫтан пӗлетӗн, тен, юри Илем кӳресшӗн хавхаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Те шухӑшран тарса ҫӳресшӗн, Те канӑҫлӑх хӑйне кӳресшӗн, Ишут ҫӳрерӗ вӑрманта.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Илем кӳресшӗн! — кулчӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир иккӗн ӑмӑртмалла каласа сан туйна илем кӳресшӗн

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламласшӑн ӑна, кӗтмен ҫӗртен пырса кӗрсе савӑнӑҫ кӳресшӗн.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Мана мӑшкӑл кӳресшӗн пулчӗ вӑл, эпӗ вара хама хӳтӗлесе тӗксе ятӑм ӑна, — калаҫас та калаҫас килчӗ Вероникӑн Светӑпа.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Пуринчен ытла мана укҫасӑр, революцие усӑ кӳресшӗн ӗҫлени савӑнтарчӗ.

Особенно радостно было оттого, что я работаю бесплатно, на пользу революции.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ вӗт ахальтен ыйтмастӑп, сирех усӑ кӳресшӗн.

Я ведь не зря спрашиваю, а для вашей пользы.

XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Хӑйне хӑй инкек кӳресшӗн пулнӑ евӗр, Павӑл юри тенӗ пек хӑрушлӑх умне туха-туха тӑчӗ.

Умышленно подвергаясь опасности, Павле как бы бросал вызов самому себе.

39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫынсене усӑ кӳресшӗн.

Приносить людям пользу.

Ванеев вырӑнӗ умӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вӑл пирен тӗлпулӑва чӑрмав кӳресшӗн мар.

Он не хочет мешать встрече.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Тата эпӗ сире усӑ кӳресшӗн, Россия тӑшманӗсене хирӗҫ служить тӑватӑп пулсан…

— И как я служу вашей пользе, против недругов России…

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Анчах король вӗсем ҫине хуйхӑллӑн пӑхса илчӗ те: — Господасем, вӑл укҫа ҫакӑнта пулас пулсан, эпӗ ҫав тери савӑннӑ пулӑттӑм, — терӗ, — мӗншӗн тесен ҫак йывӑр ӗҫ-пуҫа тӳрӗ кӑмӑлпа, уҫҫӑн тӗпчесе пӗлессине пачах чӑрмав кӳресшӗн мар эпӗ, анчах шел, халӗ ҫав укҫа ҫук ӗнтӗ: кӑмӑлӑрсем пулсан, кирек кама та ярса тӗрӗслеттерме пултаратӑр.

Но король только посмотрел на них с грустью и говорит: — Господа, я был бы очень рад, если бы деньги были тут, потому что я вовсе не желаю препятствовать честному, открытому и основательному расследованию этого прискорбного случая; но, увы, этих денег больше нет: можете послать кого-нибудь проверить, если хотите.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Акӑ эсир шкул тӑвасшӑн, эппин хӑвӑра та, хулана та усӑ кӳресшӗн.

Вот вы взялись строить школу, хотите, значит, себе и городу пользу принести.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Танечка, чунӑм, каҫар мана, эпӗ сана чӑрмав кӳресшӗн мар.

Танечка, родная, прости меня, я не буду мешать тебе.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех