Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳренчӗ (тĕпĕ: кӳрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр кӳренчӗ, хӑй ют маррине ӗнентерме тӑрӑшрӗ, дипломне кӑларса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Вӑл сан ӗҫӳ мар, — кӳренчӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

Сан ӗҫӳ мар… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Кӳренчӗ, инкек пуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пӑрахса хӑвартӑмӑр, калаҫмарӑмӑр унпа — ҫавӑншӑн кӳренчӗ те, апӑрша ҫури.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тима кукашшӗ ҫине кӳренчӗ те тетрисла выляма пуҫларӗ.

Обидевшись на деда, Тима стал играть в тетрис.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

— Хӑвӑр сӑмахӑрах перетӗр, ман шухӑша ним вырӑнне те хумастӑр, — кӳренчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗлӗнмеллескер иккен хӑй: сассинчен уйӑрса илейменшӗн кӳренчӗ — ятне-шывне те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Павлик вара ҫакӑншӑн кӳренчӗ, кӑмӑлсӑрланчӗ: «Ма вара каллех эп?»

Сам Павлик на все это обиделся, нахмурился: «А че сразу я?»

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Тамара кӳренчӗ:

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кашниех Санюк ҫине пӑхса калаҫнӑран вӑл хӗрелсе кайрӗ, кӑмӑлсӑрланчӗ, хӑйне шанманнишӗн кӳренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах Ваҫли кӳренчӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑҫтине, мӗн тума килнине аса илсе, вӑхӑта пушӑлла ирттернӗшӗн хӑйне хӑй кӳренчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл та куҫа тутӑрпа хупласа ҫыхакан патне пычӗ, анчах лешӗ: «Эсӗ пӗчӗк-ха, юрамасть» тесе хучӗ те, ача хытах кӳренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яланах паттӑра юлакан Сабир хальхинче Хивархи айне пулнӑшӑн ҫав тери кӳренчӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑрса ку сӑмахсене илтсен кӳренчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалей чӑнах та кӳренмеллипех кӳренчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗнрен кулатӑн? — кӳренчӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

«Эп кайӑк сутса услам тӑвакан сутӑҫ мар», — терӗм те, кӳренчӗ, пушшех вӗчӗхме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Ҫӳлтен те ҫӳле хӑпарса пынӑ Михала ҫавӑн чухне кӳренмеллипех кӳренчӗ, хӑйне бригадир ӗҫне хушсан та тытмарӗ, пуҫ ҫаптарчӗ, тархаслаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тарӑхрӗ вӑл, кӳренчӗ, хӑраса ӳкрӗ.

Он был обижен и напутан.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех