Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳреннӗччӗ (тĕпĕ: кӳрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи кун хӑйӗнчен пропуск ыйтнӑшӑн та кӳреннӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Якур малтан чылай кӳреннӗччӗ, халӗ ҫакна шутласа илчӗ те ӑшшӑн йӑл кулчӗ, Тунькка ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Телефонпа калаҫнӑ чух хӑйне сасӑран палласа илейменшӗн Таранов пурнӑҫӗнче пӗр Инесса кӑна йӗрес пекех кӳреннӗччӗ тахҫан-тахҫан.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ман куҫ вичкӗн мар тесен, эпӗ питӗ кӳреннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Малтан тӑрӑхласарах каланӑ пек туйӑнатчӗ ӗнтӗ, ахальтен мар иккӗшӗ те кӑштах кӳреннӗччӗ, анчах каярахпа майӗпенех хӑнӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗветӗр малтан кӳреннӗччӗ Александр Иванович ҫине, вырӑссем чӑвашсене юратмаҫҫӗ тенӗччӗ, кайран унӑн шухӑшӗ йӑлтах тепӗр май ҫаврӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Анчах ӗнер кӑна эпӗ нихӑҫанхинчен те ытларах кӳреннӗччӗ.

— Но только вчера я была так обижена, как никогда.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Анохин малтан кӳреннӗччӗ, анчах кайран ҫакӑ уншӑн лайӑх та пулчӗ — вӑл Ксенипе тӗл пулма тухать, ӑна каҫхи урам тӑрӑх ӑсатса ярать, малашне темӗнле ҫӗнӗ пурнӑҫ пуласса кӗтсе пурӑнать.

Анохин вначале огорчался, а потом даже в этой отсрочке нашел свою прелесть — он должен был ходить на свидания, провожать Ксению по ночной улице, жить ожиданием неизведанной новизны.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех