Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳреннӗ (тĕпĕ: кӳрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аттепе анне кӳреннӗ пулас, — терӗ Зоя каҫпа, ӗҫрен килсен урамра уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эсӗ, Маша, яланах манран кулатӑн… — юриех кӳреннӗ пек пулчӗ Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӳсме вӗреннӗ эпӗ, — чӗлӗмне авӑрласа, ҫунакан кӑмака умне кукленсе ларчӗ Откан, кӳреннӗ пек пӑхса илчӗ председатель ҫине.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ, Ҫинкка, Микулай мӗнле вилнине юри каламастӑн пуль, — Ҫинкка ҫине кӳреннӗ пек пӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, кӗме те юрамасть иккен, — кӳреннӗ пек пулчӗ Укань, юлнӑ вутӑ пуленккисене пӗрерӗн-пӗрерӗн илсе кӑкӑрӗ умне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ытла улшӑнса кайнӑ эсӗ, Кулине, — кӳреннӗ пек пулчӗ кӗтмен хӑна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ларсах тӑмӑп-ха, — терӗ хунямӑшӗ кӳреннӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула хӑвӑрт тумланчӗ те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ пырса апат ҫиме сӗнсен кӑштах кӳреннӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утиялне тапса сирпӗтрӗ, халатне туртрӗ, татӑлнӑ тӳмесем кӳреннӗ сас кӑларса урайне тӑкӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урапа ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анса, куҫӗнчи пӗчӗк шанӑҫпа, анчах та ҫийӗнчех ӑна сӳнтерсе, таҫта та пулса курнӑ кавалерист-буденовец картусне ӗмӗтленнӗ алӑсенчен илчӗ те темшӗн ӑна тӑхӑнмарӗ, кӳреннӗ пек урапа ҫине пӑрахса каллех, ларас килмен пек купарчине урапа ҫинчи улӑм пӗрчисене перӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрӗ Лиля кӑкӑрне ҫыртса илнӗ иккен, кӳреннӗ сасӑпа вӑрӑммӑн кӑшкӑрса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арҫынсем кӳреннӗ, паллах, анчах та влаҫа хирӗҫ каяймӑн, килӗшмех тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫук, ҫакӑн чухне те Лиза хӑйне хӑй кӳреннӗ пек туйман-ха.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мӗншӗн вара? — кӳреннӗ пек ыйтрӗ Лена.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑнланса илтӗмӗр вара: ӑмӑртса ӗҫлекен тусӑмӑрсем кӳренмеллипех кӳреннӗ

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑншӑн кӳреннӗ тем тесен те».

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл ӑна тӗл пулса калаҫмах Шупашкара килнӗ-мӗн, анчах хайхискер хӑйне сасӑран палласа илейменшӗн кӳреннӗ те тӳрех автовокзала чавтарнӑ, юлашки автобуса аран ӗлкӗрсе яла вӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Альбина сулахай ал туни ҫине ҫыхса хунӑ пӗчӗк сехечӗ ҫине пӑхрӗ те кӑшт кӳреннӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пӗлме хӗн те — Алексей хӑйне кӳреннӗ пек тытмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ун ҫинчен ҫырнӑ пулсан эсир хӑвӑр та кӳреннӗ пулӑттӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех