Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳреннипе (тĕпĕ: кӳрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак арӑмӗ, кӳреннипе куҫҫуль кӑларса, тантӑшсем хыҫҫӑн васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑйран кайнӑскер хупӑ каҫ сӗмлӗхӗпе утрӗ вӑл, сулкаланса, куҫӗсенчен кӳреннипе ҫутӑ тумламсем сӑрхӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӳреннипе, ҫак ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе, хӑйне хӑй хӗрхеннипе.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗри теприне кӳреннипе тухса кайни те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ксюша кӳреннипе аялти тутине тӑсрӗ.

Ксюша выпятила нижнюю губу от обиды.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Этем пек ӑслӑ-пуҫлӑ пулсан лашан кӳреннипе чӗри ҫурӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Глафира Аркаша кӳреннипе кӑна ӳпкелешет — ӑна вӑл юратать, юратать, юратать», — пуҫа пӗрмай ҫав шухӑш пӑраларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вара Доруцӑн пичӗ кӳреннипе хӗрелсе кайрӗ.

И румянец досады- выступил на лице Доруцы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эсӗ, тӗлӗнтермӗш, унпа ҫӗрӗн-кунӗн аппаланатӑн, сана курсан кӳреннипе чӗре те татӑлса каяс пекех ыратать! — «Фабиан» тем пирки шухӑшланӑ пек пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑрать, унтан татах та чеереххӗн калаҫма пуҫлать:

Бьешься, чудак, дни и ночи, просто сердце разрывается от досады за тебя! — «Фабиан» делает паузу, словно размышляя, потом продолжает еще более вкрадчиво:

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Мӗншӗн йӗретӗн?» — тесе ыйтсан, ҫак самантра вӑл хӑй те калайман пулӗччӗ, Кулькка йыснӑшне кӳреннипе ҫеҫ мар, саваннипе те йӗчӗ пуль, чаплӑ пӳрт лартма пултарнӑшӑн, пурнӑҫ лайӑххишӗн, доцент-йыснӑш ҫеҫ мар, хальхи вӑхӑтра хӑй те телевизор туянма пултарнӑшӑн савӑнса йӗчӗ вӑл!..

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Микула кӳреннипе ҫавӑн чухнех пуху пухтарса уполномоченнӑйран тухасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татах кӑрт турӗ мӑрса чӗри, анчах хальхинче савӑннипе мар, кӳреннипе.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре тытӑҫса тӳпелешсех илчӗҫ: Микихвер, мӑнтӑр, лӳпперскер, Хветюка ҫӗнтереймерӗ, кӳреннипе сӑмсипе сысна пек нӗш! нӗш! туртса «тусӗ» патӗнчен кайрӗ, ним тума аптранипе шыва чулсем персе ҫӳреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Киле таврӑнсан, эпӗ шкулта мӗн пулнине аннене каласа патӑм, питӗ кӳреннипе йӗрсе те илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ивук кӳреннипе пуҫне пӑркаласа пӗҫҫине шарт ҫапать.

Ивук обиженно крутит головой, расстроенно хлопает себя по пустым карманам.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӳреннипе, унтан та ытларах — ӗҫсӗр хӑшкӑлнипе мӑрса ӗҫке ерчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тен, эсир мана кӳреннипе ҫапла калать тейӗр?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑна пурте хисеплеҫҫӗ, — терӗ Павлуш, Соня мӗншӗн кӳреннипе ӑнланса илеймесӗр.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Микихвере хирӗҫ, кӳреннипе, ҫапла каланӑ та хунӑ: «Кӑтра ҫӳҫлӗ, турпаллиллӗ ача тата ҫук-ши ялта?» — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш кӳреннипе кӑмака хыҫне кӗрсе ларчӗ, куҫҫулӗ юхса аннипе сӑмсине нӑшлаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех