Шырав
Шырав ĕçĕ:
кӳренмесен (тĕпĕ: кӳрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лопухов каласа пӗтерсен, Марья Алексевна ун пек пуҫкасаканпа калаҫни пустуях пулнине курчӗ, ҫавӑнпа тӳрех туйӑмӗсем ҫинчен калама тытӑнчӗ, Верочка пирӗнпе килӗшмесӗрех качча тухнӑшӑн кӳрентӗм, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл амӑшӗн чӗрине питӗ ыраттарать, терӗ; сӑмах амӑшӗн туйӑмӗпе кӳренӗвӗ ҫинчен пуҫлансан, вӗсем иккӗшӗ те кун ҫинчен шарламасӑр иртсе кайма юраман пирки ҫеҫ калаҫрӗҫ, мӗншӗн тесен йӗрки ҫапла хушать; йӗрке хушнӑ пек калаҫкаласа илчӗҫ — Марья Алексевна: эпӗ хӗре юратакан амӑшӗ, ҫавӑнпа кӳрентӗм, терӗ, — Лопухов: юратакан амӑшӗ пулсан, кӳренмесен те пултарать» терӗ; йӗрке хушнӑ тӑрӑх туйӑмсем ҫинчен ҫителӗклӗ калаҫса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хушнипех тепӗр пункт ҫине куҫрӗҫ, эпир хӗрӗмӗре яланах телей суннӑ, терӗҫ, — ку пӗр енчен, тепӗр енчен вара, ку иккӗленмелли япала мар, терӗҫ; ку тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ калаҫнӑ хыҫҫӑн сывпуллашма пуҫларӗҫ, йӗрке мӗн чухлӗ хушнӑ, ҫавӑн чухлӗ сывпуллашрӗҫ, вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Лопухов, амӑшӗн чӗри ыратнине ӑнланса, Марья Алексевнӑна хӗрӗпе халех тӗл ан пултӑр тесе ыйтать, мӗншӗн тесен ку вӑл халӗ амӑшӗшӗн йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; Марья Алексевна часах акӑ Верочка телейлӗ пурӑнма пуҫлани ҫинчен илтӗ, — вӑл Верочкӑна телей суннисӗр пуҫне урӑх нихҫан та нимӗн те сунман, — вара унӑн чӗри лӑпланӗ, ҫапла вара хӗрӗпе тӗл пулсан кӳренмӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1