Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳренме (тĕпĕ: кӳрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытти юлташӗсем Машӑпа Валентинӑна кӳренме пӑхрӗҫ, «эсир пире юратмастӑр, ҫавӑнпа тухса таратӑр», — терӗҫ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Миша, хӗре кӳренме пӑрахнине систерсе, канфетне виҫҫӗ-тӑваттах илсе ҫирӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр кӳренме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Сирӗн кӳренме кирлӗ мар, — терӗ те Коростылева, хӑйӗн вӑрӑм, хыткан пӳрнисемпе Завьялов аллине тӗкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эп питех кӳренмерӗм: пӗр енчен, критиксем вӑрҫкаланине хӑнӑха пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, тепӗр енчен, мана Хусанкайпа юнашар лартнӑшӑн кӳренме мар, савӑнма та хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кӳренме пӗле-еҫҫӗ вӗсем, кӳренме пи-ит ӑста, ӗҫлеме пӗлесчӗ, ӗҫлеме-е! — турилкке ҫинчи помидора илсе хыпрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫийӗр-ҫийӗр, — кӳренме пӗлмесӗр (тен, кӳреннине палӑртас мар тесе) кулкаларӗ Елюк, — ӗҫнӗ чухне апат анать вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑр-пӗччен тӑрса юлнӑ Ҫтаппан, «хама пулӑшакан пӗр чун пултӑр хӑть» тесе, иккӗмӗш хут авланать, анчах ку хӗрарӑмпа та «пурнӑҫ ҫыпҫӑнса пӗтмест» унӑн: хӗрарӑмӗн «тавҫӑрулӑхӗ пачах ҫук» иккен, «пӗр ӗҫе те хӑй тӗллӗн пуҫӑнма пӗлмест, кӑшт каласанах кӳренме пӑхать».

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

– Сана тутӑр лексен вара эп кӳренме пултарнӑ пулӑттӑм.

– Если бы платок достался тебе, тогда я могла бы обидеться.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

— Глафира ҫинчен калаҫнӑ чух «юратать» сӑмаха ан асӑнӑр-ха, кӳренме пултарӗ ҫав сӑваплӑ сӑмах.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эсӗ ӑна «майра» тесе кала-ха, — ҫавӑнтах кӳренме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Кӳренме кирлӗ мар, пурнӑҫ хӑех ырӑ тӗлӗк вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Уншӑн кӳренме кирлех-ши, Андрей?

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӑмӑлӑм та палӑрмаллах улшӑнчӗ: шӳтлеме-кулма пӑрахрӑм, сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ҫилленме, кӳренме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Унӑн сӑмахӗсемшӗн, тӳрӗ каланӑ сӑмахсемшӗн кӳренме пултарайман вӗт-ха вӑл!

Ведь не мог он обидеться на ее слова, на справедливые слова!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Арӑм та кӳренме пултарать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайсан килӗшӳллӗ пулӗ-ши? — тесе ыйтрӗ Микула, Ҫтаппан кӳренме мар, савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӳренме сӑлтав ҫукчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунсӑр юлнӑ ҫын кӳренме те пултарас ҫук.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӳренме терӗн-ха, кунта килме тивӗҫлӗ пулнишӗн савӑн.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех