Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳренет (тĕпĕ: кӳрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Каштах кӳренет пулас.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӗнел общинин пухӑвӗнче кӗрӳшӗ, Миххана хирӗҫ тӑрса, хӑй пурнӑҫне аркатнӑшӑн Наҫтик те питех кӳренет.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Енчен те сирӗн хӑвӑрӑн йӑмӑк е тӑванӑрсен пирӗн хӗрсем пеккисем пулсан, вара вӗсене вараласан тӗнче кӳренет вӗт, Турӑ умӗнче ҫылӑх пулӗ, — тесе асӑрханса, ҫиллентересрен хӑраса калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ӳпкелесе каланишӗн хытах кӳренет Клава.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Кун пек чухне хӗрарӑм ҫилленет, вилесле кӳренет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӳренет вӑл сана, ямасть Григориу юлташ, тет.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Куншӑн Изамбаев кӳренмеллипех кӳренет, тарӑхать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пирӗн вара мӗнле: тавлашса хӗрсе кайса, хӑйӗн каларӑшне хирӗҫ чӗннине ҫывӑха илсе пӗри хӳтӗленсе чиккисене каҫать, тепри те ҫывӑха илсе кӳренет, ытти калаҫу вара харкашу пулать.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

— Кирлех мана унта ӑйӑр пек кӗҫенекен майрасен сасси, — кӳренет Хӗлӗп мучи.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Нумай кӗттернӗшӗн упӑшкине кӳренет вӑл.

Она сердится, что Ильмук так долго заставляет ее ждать.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫук, нихӑҫан та уй хапхи Шалт! хупӑнман иртен-ҫӳреншӗн — Ҫын кӳренет канма кӗменшӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ав мӗнле ҫын эсӗ, — кӳренет Липа.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл ма кӳренет вара?

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ывӑлне кӳренет — пӗр ҫыру та ҫырмасть тет, мункуна та пырса каймӑн имӗш вӑл амӑшӗ патне…»

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӳренет, — хирӗҫлерӗ Фук.

— Обидится, — возразил Фук.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Шалтан вара — ытла чечен: часах кӳренет.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Хӑйне чӑрмантарсан, тӗрӗс мар айӑпласан питӗ кӳренет иккен вӑл.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Лида савнийӗ улталарӗ тесе шухӑшлать, ун ҫине кӳренет.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Альфредӑн мӑн аслашшӗ те командиршӑна питӗ кӳренет.

Прадедушка Альфреда очень обижался на Командиршу.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мӗнле те пулин пысӑк ӗҫ тӑвакансем ҫине Ленька яланах ӑмсанса пӑхать, хӑй ҫав ӗҫе хутшӑнайманшӑн кӳренет.

Ленька всегда испытывал зависть к другим, которые делают что-то значительное, а он остается будто бы не у дела.

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех