Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрем (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Килен-каянсен ҫуртне кӗрсе сӗм ҫӗрле ҫынсене чӑрмав кӳрем мар-ха. Юханшыв портӗнчи пассажирсен кӗтмелли залне хам парпах яртлаттаратӑп та унта ытах, пӗр-пӗр лачӑркка тенкел ҫине майлӑрах вырнаҫса ларсах, ыйӑх патшине авӑрлӑ кулач ҫитерсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑваратӑп», — шӳтлӗн-мӗнлӗн каварлашрӑм эпӗ хампа хам ҫемҫе ларкӑч ҫинче пӑшт-пашт, хӑлт-халт сиктеренкелесе пынӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

23. Хама ӑслӑлӑх Паракана мухтав кӳрем.

23. Воздам славу Дающему мне мудрость.

Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хам асӑннине Ҫӳлхуҫана Унӑн пӗтӗм халӑхӗ умӗнче, 10. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче, эй Иерусалим, санӑн хутлӑхунта кӳрем!

9. Обеты мои воздам Господу пред всем народом Его, 10. во дворах дома Господня, посреди тебя, Иерусалим!

Пс 115 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Сана мухтав парни кӳрем, Ҫӳлхуҫа ятне асӑнам.

8. Тебе принесу жертву хвалы, и имя Господне призову.

Пс 115 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Хам асӑннине Ҫӳлхуҫана Унӑн пӗтӗм халӑхӗ умӗнче кӳрем.

5. Обеты мои воздам Господу пред всем народом Его.

Пс 115 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эй Ҫӳлхуҫа, Сана кӑмӑлтан парне кӳрем, Санӑн ятна аслӑлам: Санӑн яту ырӑ, 9. Эсӗ мана пур асапран та хӑтартӑн, ӗнтӗ куҫӑм тӑшманӑмсем ҫине пӑхса тӑчӗ.

8. Я усердно принесу Тебе жертву, прославлю имя Твое, Господи, ибо оно благо, 9. ибо Ты избавил меня от всех бед, и на врагов моих смотрело око мое.

Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Фесва ҫынни Илия вара Ваал пророкӗсене ҫапла каланӑ: ӗнтӗ пӑрӑнӑр, эпӗ те хамӑн парнеме кӳрем, тенӗ. Лешӗсем айккинелле пӑрӑнса шӑпӑрт пулса тӑнӑ.]

[И сказал Илия Фесвитянин пророкам Вааловым: теперь отойдите, чтоб и я совершил мое жертвоприношение. Они отошли и умолкли.]

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех