Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрекенӗ (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле пырсан, эсӗ ӳпкелешнине илтеттӗм, санӑн хуйхуна кураттӑм, ҫав хуйха кӳрекенӗ хамах пулнине пӗлнӗ ман мана ниҫта кайсан та канӑҫ ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кӳрекенӗ — Чӑн-чӑн тус, шанчӑклӑ Ваҫлей.

Куҫарса пулӑш

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах вӑл хӑйӗн статьисенче халӗ те Татаринов капитанпа ырлӑх кӳрекенӗ кирек хӑҫан та эпӗччӗ тет, «Норденшельд йӗрӗпе каяс» тенӗ шухӑш та унӑнах пулнӑ пулать, имӗш.

Но в своих статьях он продолжает утверждать, что всегда был благодетелем капитана Татаринова и что даже самая мысль «пройти по стопам Норденшельда», как он пишет, принадлежала ему.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

3. Вӑкӑр пусакан [ҫылӑхлӑ ҫын] — ҫынна вӗлерекенпе пӗрех; путеке парне кӳме илсе пыраканӗ — йытта пӑвса вӗлерекенпе пӗрех; тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳрекенӗ — сысна юнӗ кӳрекенпе пӗрех; [асӑнса] фимиам тӗтӗрекенӗ — йӗрӗхе кӗлтӑваканпа пӗрех; вӗсем ҫапла хӑйсен ҫулӗсене суйласа илчӗҫ пулсассӑн, вӗсен чунӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе киленеҫҫӗ пулсассӑн, 4. вӗсем ҫылӑх туса улталаннине кура, вӗсем ҫине Эпӗ хӑрушшине ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм — хирӗҫ сас паракан пулмарӗ; каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, Манӑн куҫӑм умӗнче вара усал ӗҫ турӗҫ, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илчӗҫ.

3. [Беззаконник же,] заколающий вола - то же, что убивающий человека; приносящий агнца в жертву - то же, что задушающий пса; приносящий семидал - то же, что приносящий свиную кровь; воскуряющий фимиам [в память] - то же, что молящийся идолу; и как они избрали собственные свои пути, и душа их находит удовольствие в мерзостях их, - 4. так и Я употреблю их обольщение и наведу на них ужасное для них: потому что Я звал, и не было отвечающего, говорил, и они не слушали, а делали злое в очах Моих и избирали то, что неугодно Мне.

Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Эпӗ — тӳррине калаканӗ, аслӑ ҫӑлӑнӑҫ кӳрекенӗ».

«Я - изрекающий правду, сильный, чтобы спасать».

Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Эй вӑйлӑ этем, акӑ Ҫӳлхуҫа ярса тытӗ те сана, тытса пӑчӑртаса санран чӑмӑркка тӑвӗ, 18. унтан сана анлӑ ҫӗр ҫине тытса перӗ; ҫавӑнта вилӗн эсӗ, эй хуҫун килне намӑс кӳрекенӗ, санӑн чаплӑ тупӑклӑху ҫавӑнта пулӗ.

17. Вот, Господь перебросит тебя, как бросает сильный человек, и сожмет тебя в ком; 18. свернув тебя в сверток, бросит тебя, как меч, в землю обширную; там ты умрешь, и там великолепные колесницы твои будут поношением для дома господина твоего.

Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ӳкӗнӗҫ парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 2. ӳкӗнӗҫ парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пуснӑ вырӑнта пусас пулать, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухмалла; 3. парне кӳрекенӗ парне ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвне, хӳре чикки ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, 4. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пымалла; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 5. вара священник ҫакна Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ; ку вӑл — ӳкӗнӗҫ парни.

1. Вот закон о жертве повинности: это великая святыня; 2. жертву повинности должно заколать на том месте, где заколается всесожжение, и кровью ее кропить на жертвенник со всех сторон; 3. приносящий должен представить из нее весь тук, курдюк и тук, покрывающий внутренности, 4. и обе почки и тук, который на них, который на стегнах, и сальник, который на печени; с почками пусть он отделит сие; 5. и сожжет сие священник на жертвеннике в жертву Господу: это жертва повинности.

Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех