Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур еннелле те тӳрӗ, сарлака урамсем тӑсӑлса иртеҫҫӗ, урамсем тӑрӑх, ярмӑрккӑри пек, халӑх утать; варрипе кӳмесем, омнибуссем, тулли урапасем пыраҫҫӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Унтан, хам ытла та савӑннине кӑтартма мӗн тери вӑтансан та, эпӗ чӑтаймарӑм, витене тата кӳмесем лартакан сарайне кайрӑм, Красавчике, Кузьмана, ҫӑмӑл тӑрантаса куртӑм, унтан каллех таврӑнтӑм та пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳреме пикентӗм, тӗкӗрсем ҫине пӑхрӑм, кӗсьери укҫана шутларӑм, питӗм ҫинче ҫаплах телейлӗ кулӑ йӑлкӑшрӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашки пурлӑхӗсене тиенӗ урапасем хыҫҫӑн пыракан, е велосипедпа, е пӗчӗк кӳмесем туртакан ҫынсем ывӑнса ҫитнӗ, йӗри-тавра нимӗн те курман куҫӗсемпе пӑхнӑ.
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Кӳмесем пурте театр патӗнче пулмалла, паян унта пысӑк съезд.Боюсь, что все коляски у театра, — там сегодня большой съезд.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Кӳмесем, урапасем, лашасем, ӗнесем, сурӑхсем — пурте вӑрман варринчи ешӗл курӑклӑ уҫланкӑра пӑтӑ пек пӑтранса кайнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Хушӑран кӑна сиктӗрмеллӗ тӑрантассемпе кӳмесем ирте-ирте каяҫҫӗ.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Урапасем, лавсем, походри кухня, яриех уҫӑ хапха, йӗнерленӗ утсем, пулемет лартнӑ кӳмесем; сасартӑк тата юрӑ — пурте пӗлекен, чӗрене ҫывӑх юрӑ — таҫтан сиксе тухрӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Пӗр ҫуртӑн хапхи умӗнче каретӑсем, тӑрантассем, кӳмесем питӗ те нумай тӑраҫҫӗ; кунта хӑйсен мӗнпур пурнӑҫне зефирсемпе амурсем ӳкернӗ картинӑсем ҫине пӑхса тӗлӗрсе ирттернӗ, хӑйсене меценатсем тесе шутласа ҫав картинӑсене туянма ашшӗсем перекетлесе хӑварнӑ е ӗлӗкрех хӑйсемех ӗҫлесе тупнӑ укҫа-тенке ырӑ кӑмӑллӑн тӑкакланӑ, искусствӑна юратакан пуянсенчен пӗрин япалисене аукционпа сутаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ырханланса ҫитнӗ вуншар лаша картишсенчи сырӑшсем умӗнче типӗ улӑма хурлӑхлӑн кавлесе тӑрать; урамсемпе тӑкӑрлӑксенче унта та кунта такамсем пӑрахса хӑварнӑ ҫунасем, обоз ураписемпе снаряд турттармалли кӳмесем курӑнаҫҫӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Дон хӗрринелле ҫывхарса пынӑҫемӗн беженецсен лавӗсем ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ, пӑлхава ҫӗкленнӗ казаксем ҫуркунне Донӑн сулахай ҫыранӗ енне чакса кайнӑ чухнехи ӗҫсемех пулса иртеҫҫӗ: ҫеҫенхир тӑрӑх пур еннелле те килти ӑпӑр-тапӑр япаласене тиенӗ урапасемпе кӳмесем тӑсӑлаҫҫӗ, выльӑхсен пысӑк ушкӑнӗсем мӗкӗре-мӗкӗре иртеҫҫӗ, сурӑх кӗтӗвӗсем, похода тухнӑ кавалери пек, тусан мӑкӑрлантарса куҫаҫҫӗ…
XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах вӑл кӗҫех кӳмесем, вӑкӑрсемпе лашасем хыҫне ҫухалать те, Дон еннелле ҫывхарнӑ май, нумай ҫынлӑ халӑх эшкерӗ урлӑ сӑнӑ силленсе пыни ҫеҫ курӑнакан пулать.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑвайтсем патӗнче, урапасемпе кӳмесем ҫинче утарти пек сӗрленӗ сасӑсем:
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Туртисемпе тышлисене пӗлӗтелле каҫӑртса тӑракан кӳмесем хушшипе хуллен утса пынӑ чух вӑл ӳсер сасӑсене, ҫынсем пӗр-пӗринпе калаҫкаласа кулнине илтрӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Базкинчи больница карти патне капланса тулнӑ кӳмесем хушшипе вӑл аран лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑткаласа тухрӗ, йӗнерленипех темле урапа ӳречинчен кӑкарчӗ те, ҫӑварлӑхне кӑларса, кӳмесем патне паллакан ҫынсене шырама кайрӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫул ҫинче ҫын турттаракан кӳмесем темиҫе хут та тӗл пулчӗҫ, анчах Иван Иваныч вӗсем ҫине лармарӗ, укҫа парса хула тӑрӑх ҫавнашкал ярӑнса ҫӳреме вӑл хӑйне уявсенче те ытти мӗнле те пулин пӗр-пӗр паллӑ кунсенче ҫеҫ ирӗк пама пултарать.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пур енчен те ун ҫинелле вагонсем, кӳмесем ыткӑнаҫҫӗ, — тӗксӗм шӑрҫа тирсе тултарнӑ темле вӑрӑм ҫип тӑсӑлать пек.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ярӑнмалли ӑшӑх кӳмесем пӗлӗте ҫитичченех сикеҫҫӗ.В головокружительное голубое, облачное небо ударили утлые кораблики качелей.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах юр ирӗлмест-ха, хӗллехи хӗвел те хӗрхенсе ҫеҫ ӑшӑтать-ха, пушӑ хирсенче вара, пӗр юртӑран тепӗр юртта ҫити наянӑн туртӑнакан кӳмесем ҫӳренӗ ҫӗрте, ватӑ казах-кӗтӳҫӗ хӑй тӑмрине шӑрантарса кӗтӳне кӗтнӗ ҫӗрте, кунсерен ӳсен темиҫе хутлӑ ҫуртсем ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленеҫҫӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пин-пин этем Рязань еннелле хускалнӑ, пӗтӗм Мускав ҫулӗ коляскӑсемпе, каретӑсемпе капланнӑ; утсем тулхӑраҫҫӗ, шар-шар кӗҫенеҫҫӗ, кӳмесем пӗр-пӗрне таптаҫҫӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1