Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳмерӗ (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Полицейскисем кӗрсе тухни ним инкек кӳмерӗ пулин те, хӑравҫӑланса намӑса кӗни ӑна вут ҫине пӑрахнӑ пекех ҫунтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Коля пирки вара никам ҫырӑвӗ те ырӑ хыпар кӳмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Паллах, ку хыпар та Ула Тимӗр чун-чӗрине ҫур ӑшши кӳмерӗ, ҫав хушӑрах вӑл пач хуҫӑлса та ӳкмерӗ, шанӑҫа та ҫухатмарӗ — Ш.-ри вӑтам шкулта вӗсем Полинапа каллех пӗрле пулӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах Лукарье тарӑхӑвне асамлани Анука нимле сиен те кӳмерӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Хветюк хӗрачипе больницӑна вырттарни те, кашни ик-виҫ сехетренех камфорӑпа укол туни те усӑ кӳмерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Арӑмне Хусантан чӗнсе илни ырлӑх кӳмерӗ Эльгеева.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Пур усал та ҫавӑнтан» ятлӑ пьеса ырлӑх кӳмерӗ сире, Елена Константиновна.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах телей кӳмерӗ вӗсене ҫак симӗс вакун: тавар вакунӗсен составӗ тул ҫутӑлсан Рузаевкӑран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Телей кӳмерӗ мана пуян хӗрне качча илни.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Пиччӳ илсе панӑ примус мана ырлӑх кӳмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ырлӑх кӳмерӗ вӑл мана пурнӑҫра…

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах ку усӑ кӳмерӗ; янкӑр ҫутӑ хӑй, паллах, куҫӑмсене кӗмӗллӗн сӗртӗнсе уҫӑлтарчӗ; умри стенасем ҫуталчӗҫ, вӗсем юмахри тавралӑха сӑнарлакан ҫап-ҫутӑ пӗвесене аса илтереҫҫӗ.

Мало было мне пользы; хотя яркий свет сам по себе приятно освежил зрение, озарились лишь эти стены, напоминающие зеркальные пруды с отражениями сказочных перспектив.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ Гертона кайса килни усӑ кӳмерӗ.

Моя поездка в Гертон оказалась безрезультатной.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тунӑ йӑнӑшсемшӗн хӑйне ӳпкелени те ӑна ҫӑмӑллӑх кӳмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Пӗрремӗш юратӑвӗ те телей кӳмерӗ.

И первая любовь не принесла счастья.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ку мана телей кӳмерӗ.

А какая в этом радость?

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Ҫак йывӑр мораллӗ ӗҫе пула ӑса ҫивӗчлетрӗм, анчах ку ҫирӗплӗх вӑйне чакарчӗ, ялан мораллӗ тишкерӳ тума хӑнӑхрӑм, ку вара туйӑм тасалӑхӗпе тӑн уҫӑмлӑхне пӗтерсе хучӗ; асӑннӑ мораллӗ ӗҫ мана урах нимӗнле усӑ та кӳмерӗ.

Из всего этого тяжелого морального труда я не вынес ничего, кроме изворотливости ума, ослабившей во мне силу воли, и привычки к постоянному моральному анализу, уничтожившей свежесть чувства и ясность рассудка.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах Экэчона ҫӑмӑллӑх кӳмерӗ ку шӑплӑх.

Но от этого Экэчо легче не стало.

Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пулӑҫӑсем таврӑнни пире яланхи пек ҫӗкленӳ кӳмерӗ.

Приход рыбаков не вызвал обычного оживления.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Алексейӗн Новинска кайма кирлех пулман иккен — унта кайни ӑна усӑ кӳмерӗ.

Не следовало, видно, Алексею ехать в Новинск — поездка не пошла ему на пользу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех