Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳлнӗ (тĕпĕ: кӳл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Правлени умне хура ӑйӑр кӳлнӗ тӑрантас килсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем хушӑра картиш варне тӑрантас кӳлнӗ лаша килсе тӑратрӗҫ, тем хушӑра аллисене каялла ҫыхнӑ Эрхипе унтерпа юнашар тӑрантас ҫине йӑтса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйӗн хӳшши патне тӑлласа янӑ лашине тытса кӳлнӗ вӑхӑтра Эрхип таҫтан килсе тӑнӑ Улькана курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пристань патне ҫывхаракан тимӗр кӑвак лаша кӳлнӗ лав ҫинче икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм алӑри ачасене тытса ларнине курсан, ку Ануксем иккенне тавҫӑрса илчӗ те вӗсене куҫран ҫухатмасӑр сӑнама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫаврӑнса пӑхрӗ те сухапуҫ кӳлнӗ тимӗр кӑвак лаша утса килнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урам вӗҫне тухнӑ ҫӗрте вӗсем кӳлнӗ тимӗр кӑвак лаша тӑнине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗллехи пусӑрӑннӑ юр ҫинче ҫынсем тата ҫуна кӳлнӗ лашасем ҫеҫ ҫӳрекелетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Аслисем кӳлнӗ лаша тупса ачана ял медпунктне вӑрвар леҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Йытӑ ҫӑмӑллӑх туйса кӳлнӗ ҫунапах килелле хӳрине хӗстерсе вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Вӑл тата та, тата та ташлатчӗ, ҫул ҫинчи тусана ҫӗклетчӗ пуль, анчах ӑна хӑйӗнчен чылай ҫамрӑкрах арҫын ачасемпе хӗрарӑмсем вӑйпах пар лаша кӳлнӗ урапа ҫине хӑпартса тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Каҫхине, вуникӗ сехет тӗлӗнче, виҫӗ лаша кӳлнӗ ултӑ пуҫлӑ ҫӗлен хӑйӗн аслашшӗ патӗнчен хӑнаран юрласа килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Ҫав вӑхӑтра хыҫлӑ ҫуна кӳлнӗ лаша ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Директор, яланхи пекех, тур ӑнӑр кӳлнӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав вӑхӑтрах урампа вӑрман еннелле пар лаша кӳлнӗ тӑрантас кӗрлеттерсе иртет, тӗттӗмре куҫран пач ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк сӳре кӳлнӗ Мономах вӑкӑр ҫавӑтса пыракан вун пилӗк ҫулхи Якуркка ҫумӗнче урса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урамсем тӑрӑх ярмарка площачӗ еннелле пӑлан кӳлнӗ нартӑсем ирте-ирте каяҫҫӗ.

По улицам проносятся запряженные оленям нарты в сторону ярмарочной площади.

Нарьян-Мар — ненецсен хули // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Арӑмне чума пуҫтарма хушрӗ, вара виҫшер пӑлан кӳлнӗ ҫунасем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӳршӗри колхозалла кайрӗҫ.

Велел жене собирать чум, и вереница санок, запряженных тройками оленей, двинулась к соседнему колхозу.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Нартӑна (ҫунана) кӳлнӗ виҫӗ йытти пӗтӗмпех вӑйран кайнӑ.

Три собаки, запряженные в нарты (сани), совершенно выбились из сил.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Орела кӳлнӗ Мустай Тихон Иванович патне хӑвӑрт вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Колхозӑн чи чаплӑ урхамахне — Орела кӳлнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех