Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтӗвне (тĕпĕ: кӗтӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен кӗтӗвне йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сятров кӗтӗвне пӗтерсен, Лишайкин ӑна каллех ӗҫе вырнаҫтарнӑ, Арсентьев участокне тӗкнӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун хыҫҫӑн Сятров Михали патӗнче лесник кӗтӗвне пӑхса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каҫсерен Кучасси шывӗнче вӑраха юлнӑ хурсен кӗтӗвне ертсе килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Енчен те вӑл хӑйпе пӗрле слон кӗтӗвне илсе кайма май тупас пулсан та, пӗр баобаба пӗтӗмпех ҫитерсе яма пултараймӗччӗ.

и, если даже он приведет целое стадо слонов, им не съесть и одного баобаба.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тепӗр ачине пӑру кӗтӗвне кӗтме ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юрать-ха, ӗне кӗтӗвне темиҫе ҫул хушши пӗр ҫын астуса ҫӳрет кунта: Хӗлимун мучи…

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Виҫӗ ҫул колхоз кӗтӗвне кӗтнӗ хыҫҫӑн каччӑн салтака кайма ят тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/

Сухви колхоз фермин сурӑхӗсене Сурӑмӑн хӑрах енӗпе, Куҫма ял кӗтӗвне Сурӑмӑн тепӗр енӗпе хӑваласа — кӳршӗ ялӗ еннелле кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫырма леш енчен виҫӗ хутчен пушӑпа шартлаттарчӗҫ — ку вӑл кӳршӗ ял кӗтӗвне Сухвисен сурӑхӗсем каҫнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӗтӗвне вара вӗсем (Сухви тепӗр карчӑкпа пӗрле кӗтнӗ) темшӗн Санька пулӑ тытма тухсанах ун ҫывӑхнелле хӑваланӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кам кӗтет-ши халь ҫав сурӑх кӗтӗвне?

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫаран ҫулнӑ вӑхӑтра ял кӗтӗвне ирпе ирех хӑвалатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Пирӗн ял кӗтӗвне таҫтан катаран килсе кӗрӗшнӗ Захар текен каччӑ пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пӗтӗм япалана хатӗрлесе ҫитерсен (ытлашши тем япали пур ӗнтӗ чул крепоҫре выҫлӑ-тутлӑ пурӑнакан ҫарӑн — пӗр тупӑ та темиҫе йӗтре, ая сармалли улӑм тӳшек те кашни ҫийӗнче ҫӗтӗк сӑхман, ҫын пуҫне пӗрер ухӑ такмакӗ те пӗрер мӑшӑр ҫӑпата), хан таҫта вӑрман варринче тытакан выльӑх кӗтӗвне аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чее хӑтланнӑ ҫав таркӑнсем: крепоҫрен тӳрех ут кӗтӗвне чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухтиван ут кӗтӗвне хирӗҫ тухнӑ.

На закате Ухтиван вышел встретить деревенский табун лошадей.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫитес ҫулне Волгоград облаҫне ӗнепе сурӑх кӗтӗвне пӑхма кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Кашни уйӑхра пӗр хутчен ӗне кӗтӗвне ҫӳрерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ шкулта // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11167 ... -kanikulta

Чавса тӑршшӗ лартрӗ ӑна кӑтра ҫӳҫ, мӑрса кӗтӗвне кӗтес вырӑнне вӑл пулӑшнипе хаким пулса тӑчӗ, халь Тукая таптама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех