Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтӗве (тĕпĕ: кӗтӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтӗве ҫӳретмелли ҫӗре ҫитерсен Миккуль тетене май тупӑнсанах, чӑтӑмсӑррӑн, вӑрҫӑ ҫинчен каласа пама ыйтаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Пӗррехинче, эпӗ ун чухне вун улттӑ тултарнӑччӗ, черетлӗ кӗтӗве кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Атте мана кӗтӗве ҫӳреме ятарласа кӗскерех пушӑ та, ӗнесем валли хулӑн пушӑ, сурӑх кӗтӗвӗ валли ҫӳхереххине, инҫене каякан сасӑ кӑлараканнине, явса парсаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

— Ачам, сурӑхӗсене эпӗ кайсан витерен кӑларса кӗтӗве ӑсатса ярӑн, хур чӗпписемпе чӑхсене апат парӑн, шултраланма пуҫланисене амӑшсемпе пӗрле ферма патне кӳлле ӑсатса яр.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Халӗ сирӗн кӗтӗве тӗрӗслетпӗр.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавӑнпа Малюҫ паян ҫывӑрса юлнӑ, кӗтӗве тахҫанах хӑваланӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Ирхи сӑвӑм, кӗтӗве иртерех ҫарана асатма васкамалла.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫуллахи каҫсенче вӑл кӗтӗве кӗтсе илетчӗ, ачашшӑн йынӑшса ӗнине ҫавӑратчӗ, итлемен, пӳрчӗ умӗнче ҫаврӑнакан сурӑхӗсене картишне хӑваласа кӗртетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрулмин юлашки йӗркине купаласа пӗтерсен вӑл муттикне сарай ҫумне тӑратрӗ те кӗтӗве хирӗҫ тухрӗ, сурӑхсене килкартине хӑваласа кӗртрӗ, ӗне сурӗ, мунчана шыв йӑтса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял ҫыннисем кӗтӗве сыхлама электропастухпа усӑ курма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Кӗтӗве катана кӗртме пӑрахнӑ-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӗне кӗтӳ тесен, кӗтӗве те каять.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑш-хӑш чухне вӗри ҫил-тӑвӑл пырса ҫитет те, кӗтӗве хӑйӑр айне туса хурать.

Порой настигает жгучий буран, и стадо засыпает песком.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Икӗ кунтан пирӗн караван ҫав кӗтӗве хӑваласа ҫитрӗ.

Через 2 дня наш караван нагнал ушедшее стадо.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

– Выльӑхсен пахалӑхлӑ йышӗпе кӗтӗве вӑхӑтлӑ ҫӗнетни — отрасль аталанӑвӗн пӗлтерӗшлӗ факчӗ, — тенӗ ПР Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.

– Своевременное обновление стада качественным поголовьем животных – это важный фактор развития отрасли, – говорит заместитель Премьер-министра Правительства РБ – министр сельского хозяйства Ильшат Фазрахманов.

Пушкӑртстанри хуҫалӑхсем 2600 ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... nn-3463310

Халӗ, кӗтӗве вӑрман ҫывӑхне илсе пырсанах, тилле хураллама чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халиччен кӗтӗве кирек хӑҫан та яла хӑваласа килетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков кӗтӗве тухса ҫӳрени ахалех пулман иккен.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакна курсан, кӗтӗве сӑрт хӗрринчи типӗ вырӑна хӑваласа кайрӗҫ, тапӑра тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эсӗ, кабинӑран пӑхсан, кӗтӗве ал тупанӗ ҫинчи пек куратӑн.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех