Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтрӗҫ (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ӗҫкӗ-ҫикӗ хӑвӑртрах пӗтессе, хӑйсем ирӗккӗн юласса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрнепе крючниксем Ҫтаппан каҫхи апат ҫиме таврӑнасса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашниех вӑл мӗн каласса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур часрах каясса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗҫех кӗлет ҫумӗнчи ҫамрӑксем Сурӑм ҫийӗнчен юлашки пӗлӗт хӳри шуса иртессе ҫеҫ кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ташлакан мӑшӑрсем пӗр-пӗринчен уйрӑлмасӑрах, урисене мӗнле ярса пуснӑ ҫаплах тӑрса, ача ҫине пӑхса, музыка малалла янӑраса каясса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑнтӑрла иртсен вӗсене ытти тупӑшусем кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Черетлӗ тӗл пулӑва пухӑннисем Роспотребнадзор ӗҫченӗсен шухӑшне те кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544

Ҫула хатӗр юланутҫӑсем Укаслу сӑмахне кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте вӑл малалла каласса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте тӗлӗнсе Савантер енне ҫаврӑнчӗҫ, вӑл тата мӗн каласса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ертсе килнӗ куштансем ҫын хыҫӗнчен ун ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ, пӗр-пӗр паллӑ парасса кӗтрӗҫ, анчах Савантер пуҫне ҫӗрелле пӗкме тытӑннине курсан вара алӑ сулчӗҫ те кашни хӑй ӗҫӗпе кайма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каллех кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирукпа юлташӗсем Хӗрлӗ Ҫар каялла таврӑнасса кашни кун кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пурте Варвари мӗн каласса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах ку ирхине хайхи ҫӑкӑр татӑкне памарӗҫ иккен; вӗренекенсем вара, хӑшӗсем ҫаплах ыйхӑласа, хӑшӗсем шухӑша кайнӑ пек сӗтел ҫумне чавсаланса ҫӑкӑр килессе кӗтрӗҫ.

Но сегодня ломтик хлеба отсутствовал, и ученики, кто еще клюя носом, кто задумчиво облокотись на стол, ожидали положенного.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Корольпе пӗр каварлӑн государство ӗҫӗсене туса пыракан ҫынсемпе правительствӑри сӗмсӗр ушкӑн, сутӑнчӑк дипломатсем — ҫаксем пурте, мул тӗнчин шанчӑклӑ тарҫисем пулса, чикӗ леш енчи «блоксемпе» «тӗнӗлсен» приказне кӑна кӗтрӗҫ.

Королевская камарилья, правительственная клика и продажные дипломаты — все эти верные слуги капитала дожидались только приказа «блоков» и «осей» из-за границы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасем тавлашакансем патне пуҫтарӑнса тӑчӗҫ те, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине чавсисемпе уртӑнса, тавлашу малалла пуласса интересленсех кӗтрӗҫ.

Столпившись вокруг спорящих и навалившись локтями друг другу на плечи, ребята с интересом ожидали продолжения спора.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виҫӗ эрне халӑх «космосри тӑвансем» — Андриян Николаевпа Павел Попович ҫинчен шавларӗ, виҫӗ эрне чӑвашсем Николаев Шупашкара хӑнана килессе чӑтӑмсӑр кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таня Богуцкая хваттерӗнче кӗҫӗр пӗчӗк уяв пуласса пӗлсен, унта чӗннисем каҫ пуласса чӑтӑмсӑр кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех