Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмесӗр (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мошков ниепле хӑрушлӑха та кӗтмесӗр чӳречерен пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра сасартӑк сылтӑмран ҫын сиксе тухрӗ те хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ытти миххисене илсе килессе кӗтмесӗр, Платун халь ҫеҫ лартса хӑварнине йӑтса, ҫенӗке кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах та Кузнецовсем кӗркуннене кӗтмесӗр ҫак йӑлана халӗ, Германие ҫӗнтернӗ ятпа ирттерме шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Комбайнерсем талӑкра ик-виҫ бункерлӑх ҫеҫ тырӑ вырни те нумай пулнӑ, ҫапах та — вырнӑ, лайӑххӑн уяртасса кӗтмесӗр ӗҫе пикеннӗ те каллех ҫумӑр лӳшкеме пуҫласан та вырнӑ, комбайн кустӑрмисем ҫӗре путса кӗрсен тин алла штурвал ҫинчен илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Никам ҫине пӑхмасӑр, сӗнессе кӗтмесӗр, ҫырла шывӗ ямалли бокала хӑй умнерех шутарчӗ, унта шур эрех тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ай-уй, ӑҫтан пӗлет вӑл манӑн укҫа хӑш кӗсьерине? — хурав кӗтмесӗр ыйтрӗ каччӑ хӑйӗнчен хӑй, вара ку хӗрарӑмсем чӑннипех асамҫӑсем пулни пирки пач иккӗленме пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Е тепӗр ялта, ман тӑвансем пурӑнаканнинче, ял халӑхӗ хӑйех, асфальт ҫула тӑвасса кӗтмесӗр, хӑйсемех укҫа пухса асфальт тӗпренчӗкне сарса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Калӑпӑр, пирӗн ялти пӗр урамри асфальта халӑх хӑй сарчӗ — килӗрен укҫа пуҫтарса, ял администрацийӗ ку ӗҫе тӑвасса кӗтмесӗр (черет пысӑк вӗт…).

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Ачисем чупаҫҫӗ-и? — терӗ, вара, художник мӗн каласса кӗтмесӗр, упӑшки енне ҫаврӑнса, пылак кулӑпа епрерӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лукарье хуллентерех кулса илчӗ те, Микула хуравласса кӗтмесӗр, хывӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кам та пулин сӑмах чӗнессине кӗтмесӗр Урасмет вӑрӑм сухалтан хӑйӗнчен ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асамлӑ вырӑн — чун канмалӑх, Юри, тен, тунӑ ҫут ҫанталӑк, — Ҫын хурлансассӑн йӑпанма, Ытла чӗре суранлансассӑн, Ытла та шухӑш салансассӑн, Пӗр тав кӗтмесӗр сыватма.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Этемӗн ӗҫӗ пит ӑнсан, Кунран-кун пурлӑх хутшӑнсассӑн, Унран инкекӗ ютшӑнсассӑн, Кӗтмесӗр ҫитӗ ӑшӑ ҫил: Кӗрсе тух, тейӗҫ, ӗҫ те ҫи, Ан пӑшӑрхан, ан тунхӑслан, Кунта нимрен те ан сыхлан.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӗтмесӗр ҫитрӗ пысӑк хурлӑх, Кӗрсе вӑл тухрӗ пур киле.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫемҫен те ӑшшӑн йышӑнни Телей пурри ҫине шантарчӗ, Кӗтмесӗр пурнӑҫӗ ӑнни Паян ӑна йӑлт парӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах пӗррехинче кӗтмесӗр Каҫ умӗн ҫитрӗ ват курьер.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫитменнине татах инкек, Кӗтмесӗр те ыйтмасӑр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Эс кӗҫӗр ҫывӑрмарӑн та пулмалла? — терӗ вӑл, упӑшкине куҫпа виҫсе, хай хирӗҫ тавӑрса калассине кӗтмесӗр кӑмака ҫинчен ӑшӑ ҫӑматӑ илме чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Юрӗ-ҫке, — ӑна кӗтмесӗр лашине вӑрман ҫулӗпе уттарчӗ Мӑрсук.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сана кӗтмесӗр кама кӗтес ӗнтӗ манӑн? — ун ҫумне лӑпчӑнчӗ Ухтепи.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех