Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтесне (тĕпĕ: кӗтес) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре эпӗ те, выляса пӑхас тесе, Макспа тӗп пасар ҫумӗнче вырнаҫнӑ общежитин хӗрлӗ кӗтесне кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Вӗсем ун пуҫӗ тӑрринченех ҫуртӑн тӗрлӗ кӗтесне ниҫта перӗнмесӗр, никама чӑрмантармасӑр чупаҫҫӗ, ҫынсене пысӑк пулӑшу параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Португалин экономики вӑйлӑ аталаннӑ чухне хывнӑ Via Rápidas пысӑк трассине пула утравсен кашни кӗтесне ҫитме паян самай ансат.

Путешествие по внутренней части островов сегодня довольно простое, благодаря строительству Via Rápidas, большой трассы, построенной во времена экономического бума Португалии.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Айккине, сӗтел кӗтесне, Ваҫиле паллакан Равиль Масумов следователь вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ тӗнчен кашни кӗтесне тенӗ пекех ҫитсе куртӑм.

Облетел я чуть ли не весь свет.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тӑван Ҫӗршыв кӗтесне тата илемлӗрех тӑвар!

Сделаем наш уголок Родины еще краше!

Пӑслӑк ял совечӗ республикӑри "Зеленая Башкирия" акцие хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... nn-3456031

Лешӗ пуҫне диван кӗтесне хунӑ та харлаттарсах ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Доска умне тухса тӑнӑ арҫын ачасем вӗрентекен пуканне, сӗтел кӗтесне тата ытти вырӑнсене пурӑпа сӑрланине Кирилл чӗнмесӗр пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ниепле лӑпланаймарӗ вӑл, купери хӑйӗн кӗтесне кайса вырнаҫрӗ те кикен ҫинӗ пекех анкӑ-минкӗллӗн кантӑк витӗр пӑхса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Василий Валерианович вӗреннӗ Тӗмер шкулӗн директорӗ чӗннипе ведомство ӗҫченӗсем шалти службӑн чаплӑ выпускникне, Федорова В. В. генерал-майора халалланӑ ҫар мухтавӗн кӗтесне ҫитсе курчӗҫ.

По приглашению директора Тюмеревской школы, в которой обучался Василий Валерианович, сотрудники ведомства посетили уголок воинской славы, посвященный знаменитому выпускнику - генералу-майору внутренней службы Федорову В.В.

Уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗнче тӑрӑшакансем Василий Федорова асӑнса чысларӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35123.html

Ялсен кашни кӗтесне такӑр ҫул, ҫитме йывӑр вырӑна ҫур минутра ҫитме пултаракан вертолет…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Тара илсе тӑнӑ хваттертен харпӑр хӑйсен кӗтесне пурӑнма куҫасси – пысӑк телей.

Куҫарса пулӑш

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Шкул ӳсӗмӗнчен тухсан ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Винтовкине чул ӳплен пӗр кӗтесне тӑратрӗ те хӑй те канма выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫавӑн пекех пӗлтӗр тӑлӑхсене хӑйсен кӗтесне туянма 13 сертифакат панӑ - 27,1 млн тенкелӗх.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Михха, мӑнаҫлӑн утса пырса, чи хисеплӗ вырӑна, турӑш кӗтесне кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑваш Яшмин кашни урамӗ кӗтесне хаҫатсем ҫине хӗрлӗпе ҫырнӑ пӗлтерӳсем ҫыпӑҫтарса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑсатса яраймӑн-и вӗсене? — терӗ Захар Петрович, алкум кӗтесне хӗсӗнсе тӑнӑ хӗре.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр-пӗрне пулӑшса ӳсрӗмӗр, шкулта вӗрентӗмӗр, техникум-училищӗре алла професси илтӗмӗр, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне салантӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/

Хӗвел тата ҫӳлерех хӑпарсан, кӑнтӑрла умӗн, ҫеремлӗхӗн пӗр кӗтесне халӑх хуп-хура сӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех