Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтесе (тĕпĕ: кӗтес) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рур облаҫӗнчи тӗнчепе ҫыхӑнтаракан аэропорт шутне пӗртен-пӗр Дортмунд аэропорчӗ (DTM) кӗрет, ҫулсерен вӑл 1,7 млн пассажира тӗрлӗ кӗтесе ҫитерет.

Единственным международным аэропортом в Рурской области является дортмундский аэропорт (DTM), обслуживающий ежегодно 1,7 млн пассажиров.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Лупасайӗнчи ҫерҫисем кӑна пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтесе пӑрр та пӑрр вӗҫеҫҫӗ, кантӑр вӑрри шӑршине сисеҫҫӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑмахне чӑмлать-чӑмлать вара, кӗтсе ывӑнатӑн, хӑш чухне кунӗпе те пӗр сӑмах илтеймӗн унран — ҫӳрет кӗтесрен кӗтесе, ҫухатнӑ чӗлхине шыранӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырнаҫтар пӗрер кӗтесе, ҫын курман ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни кӗтесе хӗрлӗ сӑрпа пысӑк саспаллисемпе ҫырнӑ пӗлтерӳсем ҫыпӑҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йышлӑ халӑх староста кил хушшине ҫурхи шыв пек кӗрлесе кӗчӗ те пӗтӗм кӗтесе саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан шӑрпӑк тивертсе кӗтесе ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан нихӑш кӗтесе вырнаҫса тӑма ӗлкӗричченех пӑрахут виҫҫӗ кӑшкӑртса ячӗ, палуба чӗтренсе шартах сиктерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗн пӗчӗк ушкӑн пӗр вӑхӑт анрасах кайрӗ, пурте шуйханнӑ чӑх чӗпписем пек пӗр кӗтесе тӗршӗнсе шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

«Пӑшалсене» пӗр кӗтесе купаларӑмӑр та пӳрте, шӑнса хытнӑ ҫӑпатасемпе кӗмсӗртеттерсе, вуниккӗн кӗрсе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Кӗтесе куҫарас терӗм, Ирина Алексеевна ирӗк памарӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ялта ҫитӗннӗ ҫамрӑксем хулана аслӑ шкулсене вӗренме кӗме килеҫҫӗ те ҫав ҫул студентсен йышне тӑрайманнисем каялла тӑван кӗтесе таврӑнмаҫҫӗ: чылайӑшӗ вӑхӑтлӑх ӗҫе стройкӑна вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сылтӑм кӗтесе чаршавпа карнӑ, унта — Маша вырӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Чи хисеплӗ кӗтессе — Хӗрлӗ кӗтесе минтер ҫине йӑх пуҫӗ — Ермолай вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрлӗ кӗтесе тенкел лартрӗ те ун ҫине хӑпарса турӑшсен хыҫӗнчен пӗчӗк тӗрке кӑларчӗ, сӑмса тутрине салтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл лавккана кӗмерӗ, кӗтесе тӑчӗ те сӑнама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫак ытарма ҫук кӗтесе Атӑл леш енчен тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑ ҫар килсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Денис Алексеев кӗҫӗн сержантӑн ӳтне тӑван кӗтесе, Эрехӗррине, илсе ҫитересси те ҫӑмӑлах пулман.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Кӗтесе ҫитет те бульвар еннелле пӑрӑнать.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӳлелле, аялалла, аяккалла, кӗтесрен кӗтесе тӳррӗн, чалӑшшӑн…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех