Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗтессене улпут виличченех туса лартнӑ пулнӑ: вунӑ аршӑнлӑ чул ҫуртӑн варрине вырӑсла кӑмака лартнӑ, унӑн тавра коридор пулнӑ (ҫапла каланӑ ӑна дворовӑйсем), кашни кӗтесре вара хӑмапа пӳлсе кӗтес тунӑ.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Пӳртре ик кӗтес: тур кӗтесӗ те ҫӳп кӗтесӗ…Два угла в доме: красный, где лик Божий висит и грязный — для мусора.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Вӑл арӑслан пек пуласшӑн мар, хӑйне хисеплекен кӑнттам ҫынна ҫивӗч сӑмахпа каласа чарасси, ӑсӗ хӑвӑрт ӗҫленипе пӗтӗм хӑнасене пӳлӗмӗпех тӗлӗнтересси, кам та пулин кӗтесрен: «браво! браво!» тесе кӑшкӑрасса кӗтес йӑла ҫук.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
28. Сапансене акӑ мӗнле тунӑ: вӗсем тӑватӑ аяклӑ ещӗк евӗрлӗ, аякӗсене кӗтес тыткӑчисем тытӑнтарса тӑраҫҫӗ; 29. сапансен аякӗсем ҫине те, кӗтес тыткӑчисем ҫине те арӑслансемпе вӑкӑрсем тата херувимсем ӳкернӗ пулнӑ, арӑслансемпе вӑкӑрсенчен ҫӳлерех те, аяларах та вара лапсака чечек кӑшӑлӗсен ӗлкисем пулнӑ; 30. кашни сапанӑн — тӑватӑ пӑхӑр кустӑрмапа пӑхӑр тӗнӗлсем.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кӗлӗ чатӑрӗ валли пӑрӑссем ҫапла ту: кӑнтӑр еннелле кӑнтӑр енӗ валли ҫирӗм пӑрӑс, 19. ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: пӗр пӑрӑсӗ айне унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту, тепӗр пӑрӑсӗ айне те унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту; 20. кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енӗ валли те ҫирӗм пӑрӑс ту, 21. вӗсем валли те хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп; 22. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс ту, 23. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗсем валли икӗ пӑрӑс ту; 24. вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла: вӗсем иккӗшӗ те ҫапла пулмалла; вӗсем икӗ кӗтес валли пулччӑр; 25. ҫапла сакӑр пӑрӑс пулӗ, вӗсем валли вунултӑ кӗмӗл тӗп: пӗр пӑрӑсӗ айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп пулӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑн та, Николай Мартынов хайлавӗсенче тӑван тавралӑх, тӑван кӗтес, тӑван кил сӑнарӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ, вӗсенчи ӗҫ-пуҫ та чылай чух вӑл е ку ҫын тӑван килӗнчен уйрӑлнипе е, ытларах чух, тӑван килне таврӑннипе пуҫланаҫҫӗ, е тата таҫта аякра пӑчӑхса антӑха пуҫланӑ чун тӑван кӗтесре ҫӗнӗрен сывлӑш ҫавӑрса ярать, пурнан пурнӑҫӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхса малалла пурнас хевтине тупать.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Мезальянс, — темиҫе хутчен ҫак сӑмаха хӑй тӗллӗн каласа пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтес еннелле каллӗ-маллӗ утса ҫӳрерӗ.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Улатӑралла тӑсӑлса выртакан чугун ҫулпа Патӑръелне каякан мӑн ҫул шӑпах тӑваткал кӗтеспе хӗресленеҫҫӗ, утарӗ вара таҫта ҫав кӗтес варрипе каякан йӗр ҫинче пулма кирлӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах кӗтесрен пӑрӑнса палламан ҫын хӑйне ҫурӑмран пӑхса тӑманнине туйсанах, каялла ҫавӑрӑнса кӗтес хыҫӗнчен пӑхрӗ.
12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Салам сана, иимӗҫ ҫӗрӗн тараватлӑ пӗчӗк кӗтесӗ, ӗҫме-ҫимерен аптраман, пур ҫӗрте те тӑрӑшуллӑ алӑсем васкамасӑр та чӑтӑмлӑн ӗҫлесе тунӑ паха япаласене сыхласа хӑварнӑ ырӑ кӗтес!
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ун пек пурнӑҫ ӑна йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулас, хама валли хамӑн кӗтес пултӑр, терӗ пулӗ, ҫулӗсем те сахалах маррине унпа пӗрлех аса илмелле; ун пек чух кирек те кама та, грек чӗлхине вӗрентсе пурӑнакана та качча пырса тухӑн, суйласа тӑма ерҫӳ пулмӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ленька пурӑннӑ пӳлем ҫӳп-шӑтӑкне аса илтерет, ҫак шӑтӑкри кашни кӗтес чуна тӑвӑрлать, ҫитмен пурнӑҫӑн киревсӗр енӗсене лайӑх кӑтартать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
«Ытла та лӑпкӑ, тӗксӗм кӗтес ку, — шутланӑ землемер, хӑлхисене шинелӗн ҫухавипе хуплама тӑрӑшса.«Какая, однако, здесь глушь! — думал землемер, стараясь прикрыть свои уши воротником от шинели.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Пулӑ вӑл, сире кӗтес ҫук.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ну, ҫитӗ ҫапкаланса, ӗҫсе ан ҫӳре, ман пата пыр, эпӗ сана пӗр кӗтес парӑп, яла кайӑпӑр — илтетӗн-и?
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳртре пурте пур, йӑлтах алӑ айӗнче, хӑй вырӑнӗнче, пур ҫӗрте те йӗркелӗх, тасалӑх теме пулать, анчах пӗтӗм ҫуртра пӗр кӗтес пур — унта нихҫан та хӗвел ҫути ӳкмест, уҫӑ сывлӑш кӗмест, унта кил хуҫи арӑмӗн куҫӗ те пулмасть, ҫивчӗ, тимлӗ Анисья алли те ҫитмест.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов паян Ольга патӗнчен каяс та мар, инкӗшӗ киличчен кӗтес, тесе шутларӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫитет пӗччен пурӑнма: халӗ унӑн кӗтес пур; пурнӑҫа тӗлсӗр ирттернӗ вӑл; халӗ ҫутӑ та, ӑшӑ та пур унӑн — мӗн тери аван кун пек пурӑнма!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Юнкунччен кӗтес килмест: сире нумай вӑхӑт хушши курмасан мана питӗ кичем, ҫавӑнпа та ыран виҫӗ сехетре эсир Ҫуллахи Сада пырасса кӗтсех тӑратӑп».
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсен пирӗнни пек шкапсенче те кивӗ ҫи-пуҫ темиҫе ҫул купаланса выртмасть, е хӗл каҫа ҫӑкӑр хытти пӗр кӗтес пухӑнмасть…
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956