Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтекенсем (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтекенсем пӗр вакунран тепӗр вакун патне чупкалаҫҫӗ, пуйӑс малалла тапранса тӑванӗсене таҫталла илсе каясран шикленеҫҫӗ, ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Виҫшер уйӑх кӗтекенсем те пур, ун пеккисен ыйтӑвӗсене те тивӗҫтерейместпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мартӑн 4-мӗшӗнче пуҫтарнӑ япаласене пулӑшу кӗтекенсем патне ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Улшӑнма черет кӗтекенсем сунтал патӗнченех пӑхса тӑчӗҫ.

Сменщики ожидали в очереди у наковальни.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хулара, усал кӑмӑлпа: нимӗҫсем килччӗрччӗ хуть, тесе кӗтекенсем те сахал мар.

Немало было таких, кто со злорадством ждал: пришли бы немцы.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эсир, сухаҫӑсем, хуратул акакансем, сурӑх кӗтекенсем, хӗрарӑмсене юратакансем!

Вы, плугари, гречкосеи, овцепасы, баболюбы!

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Лось Лабиринт тӗттӗмлӗхӗнче, тарӑн пусӑра, хӑйсен сехетне кӗтекенсем, сывласа, чашлатса-чӑшлатса выртакансем пирки шухӑшласа илчӗ.

Лось подумал о тех, кто в темноте лабиринта дышит, шуршит и шипит в глубоком колодце, ожидая часа.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах черет кӗтекенсем ҫинчен те манма юрамасть.

Но нельзя забывать о тех, кто еще ждет своей очереди, если нет свободных мест.

Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Урам хушшинче канма саксем, нушапа кӗрсе тухма туалетсем, автобус кӗтекенсем валли чарӑну павильонӗсем туса парасси, урам хушшинчи юпасем ҫине хунарсем ҫакасси вак ыйтусем кӑна шутланаҫҫӗ пулӗ, апла пулин те ҫак вак ыйтусем пурте ҫынсен пурнӑҫ хӑтлӑлӑхӗпе ҫыхӑннӑскерсем вӗт-ха.

Установка скамеек для отдыха на улице, туалетов для нуждающихся, остановочных павильонов для пассажиров автобусов, вывешивание фонарей на столбах между улицами, возможно, являются лишь мелкими проблемами, но ведь все эти мелкие проблемы связаны с комфортом жизни людей.

«Муркаш тӑрӑх сак шыраса...» // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2020.02.17

Прохор колхозран нумай вӑхӑтлӑха тухса кайнӑшӑн ҫилленнӗ, Стефан Петрович Рагулин лашасем памарӗ, Усть-Невинскри электриксенчен пулӑшу кӗтекенсем хӑйсен тачанкисене кӳлнӗ лашисене яччӑр, терӗ.

Стефан Петрович Рагулин, злой оттого, что Прохор надолго уезжал из колхоза, лошадей не дал и заявил, что пусть те, кто нуждается в помощи усть-невинских электриков, сами и присылают своих лошадей с тачанкой.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ефим, сана кӗтекенсем пулсан та, леш тӗнчере ҫеҫ кӗтеҫҫӗ пулӗ.

— Да ведь тебя, Ефим, если и ждут где, так только, должно быть, на том свете!

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун пек шлепкене ҫулла лаша кӗтекенсем тӑхӑнаҫҫӗ.

Такие шляпы обычно носят летом табунщики.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Уйрӑмах тата килте кӗтекенсем пулсан!

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

5. Эпӗ Равва хулине тӗве карти, Аммон ывӑлӗсене сурӑх кӗтекенсем тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, те.

5. Я сделаю Равву стойлом для верблюдов, и сынов Аммоновых - пастухами овец, и узнаете, что Я Господь.

Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӳтлӗх кӗтекенсем вара Пӑла тӑрӑхӗнче сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех