Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗсьерен (тĕпĕ: кӗсье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирӗксӗрех манӑн кӗсьерен кӗмӗл хутпа чӗркенӗ канфет кӑларма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Кӗсьерен пӑрҫа евӗр ҫаврашка канфетсем кӑлартӑм та, чӑх-чӗпсене кӗрпе сапса панӑ пек кӑт-кӑт! тесе, юпа тӑрринченех ҫӗре сапрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Кӑштахран каччӑ хӑй парӑннине пӗлтерсе, хӗре алӑ тытса мухтарӗ, кӗсьерен сӑмса тутри кӑларса тарланӑ пит-куҫне шӑлса тулалла тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫак вӑхӑтра Гаврил Романович килсе ҫитрӗ, ҫамка ҫине тапса тухнӑ тарне кӗсьерен кӑларнӑ шурӑ татӑкпа шӑлса илчӗ те: — Тока кам сӳнтерчӗ?! — тесе ыйтрӗ сассине хӑпартса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗлетӗр-и?.. — Кӑкӑр умӗнчи кӗсьерен симӗс хуплашкаллӑ пысӑк мар блокнот тата шариклӑ кӗске ручка кӑларчӗ те сӑмса айӗн мӑкӑртата-мӑкӑртата ҫырчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Маншӑн ҫак пӗтӗмпех пулма пултарайман япала пек туйӑннӑран, тата хам ҫынсем пурӑнакан ҫӗр лаптӑкӗсенчен пин-пин ҫухрӑм аякра пулнӑран (вилӗм те ик утӑмрахчӗ) эпӗ хам сисмесӗрех кӗсьерен хут листипе стилограф туртса кӑлартӑм.

Как ни нелепо это было здесь, в пустыне, на волосок от смерти, я все-таки достал из кармана лист бумаги и вечное перо.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Халь кӑна… ик-виҫ минут каялла, эпӗ бачокран шыв ярса ӗҫнӗ чух, тахӑшӗ ман кӗсьерен 18 тенкӗ укҫа кӑларса илнӗ!

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унтан, вунӑ сехет ҫитнӗ тӗлелле, ман патӑма чылаях ватӑлнӑ хӗрарӑм васкаса утса пычӗ те — манӑнне халь кӑна кӗсьерен 10 тенкӗ укҫа кӑларса илчӗҫ, тесе пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Апла пулин те вӑл кӗсьерен кӑларнӑ сигарет пачкипе шӑрпӑк курупкине пӗвенелле вӑркӑнтарчӗ, пӗчӗк кӗпер ҫине кукленсе ларнӑскер, аллине шыва чикрӗ: пӗве тӗпӗнчи хӑйӑр ҫинче выртакан вӗтӗр-шакӑр чулсене пӗрерӗн-пӗрерӗн суйласа вутчуль тупас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович кӗсьерен шоколад кӑларса вӑйпа тенӗ пекех Вадима тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫапла, ҫапла, ҫакӑнта анмалла, — тесе Мирун пичче кӑкӑр умӗнчи кӗсьерен пӗр тенкӗлӗх тимӗр укҫа туртса кӑларчӗ, ӑна шофер еннелле тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ман кӗсьерен илсе патронсене Шурик хӑй кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ хам кӗсьерен сана ларӑп!

Я, из собственного моего кармана!

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗсьерен уҫӑ кӑлартӑм та алӑка уҫма хатӗрленетӗп.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Этем чӗри те ҫавнашкал улшӑнми шаккасанччӗ! — терӗ те Антонов кӗсьерен темле таблетка кӑларса хыпрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Миххе ҫӗре антарса лартать, кӗсьерен марля татӑкӗсем кӑларса бригадира тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Кӗсьерен ҫӑраҫҫи кӑларса, пӳлӗм алӑкне уҫрӗ, ҫутӑ ҫутрӗ, плаще хывса, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ятламас, кӗсьерен ҫӗҫӗ туртса кӑларса, унпа хаким нухайне татӑкӑн-татӑкӑн вакларӗ, унтан пиҫиххине салтса илсе Урасмет аллисене хыҫалалла туса хыттӑн ҫыхса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗри куҫкӗретех кӗсьерен укҫа ҫаратасшӑн, тепри пур — йӗпе кутсемшӗн укҫа салатать.

— Один прямо на глазах норовит выпотрошить карманы хозяина, другой из-за какой-то мокрохвостки сорит деньгами.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Карачӑм аллине кӗсьерен кӑларчӗ те хӗр ывӑҫӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех