Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗсьере (тĕпĕ: кӗсье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиелтен кӑна сӑрласа илемлетнӗ япаласене кӗсьере чиксе ҫӳриччен мӗн хака та пулин сутса ярас.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫ ман кӗсьере ҫӗр хӗрӗх тенкӗ выртатчӗ…

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӳлӗхҫӗ ҫырлахтӑр, хам кӗсьере выртакан хӗрӗх тенкӗ ҫумне ҫӗр тенкӗ хушсан, лашапа ӗне илме, шурӑ пӳртлӗх пура илме те ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара сан кӗсьере тата ҫӗр тенкӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗсьере хуҫлатмалли ҫӗҫӗ пуррине аса илтӗм, балалайка хӗлӗхӗ пек карӑннӑ тилхепене касса татрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Манӑн, ҫавӑн чухне шӑпах, кӗсьере икӗ куҫлӑх, пӗри — хамӑн, тепри — Михаил Степановичӑн.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Вӑл-ку» текенни ҫук чух — кӗсьере пӗр тенкӗрен кая мар укҫа тытасси.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Ӑна кӗсьере чиксе ҫӳреме лайӑх.

Его удобно носить в кармане.

Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Билет кӗсьере.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Комендант кӗсьере чиксе ҫӳремелли хунарпа ҫутатрӗ те ансӑр урлӑ сак ҫинче ҫывӑракан икӗ летчике курчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫар ҫынни ӑна яланах кӗсьере сыхласа упрать.

Военнослужащий хранит его всегда в кармане, как оберег.

Хушӑлкари вӑтам шкулта СВОна хутшӑнакан ентешпе тӗл пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3416908

— Ӑҫта, хӑш кӗсьере сан нитроглицерин?

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ӑнланнӑ тет вӗсем кӗсьере укҫа сахалланса юлнине.

Поняли, что у них в карманах денег недостает.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

«Чӳлмекӳсем пит те лайӑх. Туянӑттӑм пӗр виҫҫӗшне, анчах кӗсьере виҫӗ пус та юлмарӗ, — тет ҫак этем, — памӑн-и пӗрне?» — тет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Троллейбус кантӑкӗнчен пӑхса пыратӑп, кӑкӑр умӗнчи кӗсьере выртакан ҫырӑва, пӗр сӑмахӗ юлмиччен пуҫа кӗрсе вырнаҫнӑскере, ӑшра «вулама» тытӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӗсьере манӑн пистолет пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Укҫа мучин кӑкӑр умӗнчи кӗсьере пӗр витре кӗрекен чӳлмек туянмалӑх кӑна мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗсьере ҫур литр пулмасан пӗр ӗҫ те тӑваймастӑн!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫакна асӑрхаса-ши, Шуйтан пире юман кутне хӳтерчӗ те: «Кашнийӗ хӑйне мӗн кирлине калӑр, — тет. — Эсир каланине тума пултарайсан — чунӑр ман кӗсьере пулать. Хам пата тарҫа илсе каятӑп…»

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗсьере хура пастӑпа ҫырнӑ, лаптӑкӑшне ансӑрлатса купӑс пек хутлатнӑ хут тӗпекки курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех